Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кам калĕ ĕçлемен тесе

20 декабря 2014 г.

Хисеплĕ вулаканăмăр! Хаçатăн иртнĕ номерĕнче эпир районти кăçал пурнăçланă строительство ĕçĕсем çинчен каласа панăччĕ. Паянхи калаçу - çул-йĕр пирки. Пурнăçшăн питех те кирлĕ çак отрасль - çул-йĕр строительстви - мĕнлерех аталаннă-ха 2014 çулта? 3. Метр хыççăн метр, çухрăм хыççăн çухрăм... Район администрацийĕн строительство тата ЖКХ пайĕн тĕп специалисчĕпе Мустафа Салаховпа тутарла "исэнмесез" тесе сывлăх сунатпăр. Пĕр-пĕрне вăтăр çул ытла пĕлетпĕр те, тĕл пулсан чăвашла та, тутарла та, вырăсла та сăмахлатпăр. - Тин çеç "Чăвашавтодор" ОАОпа муниципал пĕлтерĕшлĕ çулсене тытса тăрасси пирки 2015 çул валли килĕшỹ турăмăр, - пĕлтерчĕ Мустафа Нуруллович. - 8 миллион та 800 пин тенкĕлĕх ĕç тумалла. Ытти хăш-пĕр районсемпе танлаштарсан, ку сумма чылай пысăкрах. М.Салаховпа кăçалхи килĕшỹсем мĕнле пурнăçланни пирки калаçса лартăмăр. "Тỹшекне кура уруна тăс", - теççĕ чăвашсем. Çакăн пек ваттисен сăмахĕ тутарсен те пур. Ку вăл бюджетран уйăрса панă укçа-тенкĕпе (паллах, çак укçа яланах çителĕксĕр) перекетлĕ те тĕллевлĕ усă курмаллине те пĕлтерет. Акă "Воддорстрой" ООО муниципал контракчĕпе килĕшỹллĕн кăçал вырăнти пĕлтерĕшлĕ "Шăмăршă - Анат Чаткас - Хĕрлĕ Васан" çула, пурте усă куракан "Çĕрпỹ - Ульяновск" аслă çулăн Шăмăршă ялĕнчи К.Маркс урамĕнчи çула, вырăнти пĕлтерĕшлĕ "Шăмăршă - Çĕнĕ Шăмăршă - Васан" автоçулăн Васан ялĕнчи Киров урамĕнчи çула тĕпрен юсанă. Çак организаци çавăн пекех Шăмăршăри Космовский урамĕнчи 8,10,12 çуртсен картишĕнчи çула юсаса илемлетнĕ. Халĕ асфальт сарнă çак картише кĕрсе курма та кăмăллă. Çул-йĕр тăвакан-юсакан тепĕр организаци - "Чувашавтодор" ОАО. Ун вăйĕпе пурте усă куракан "Пăчăрлă Пашьел - Вырăс Чукал" çулăн пĕр пайне, Кивĕ Чукалти Советсен урамĕнчи çула, Палтиелĕнчи Колхоз урамĕнчи çула, "Шăмăршă - Пăчăрлă Пашьел - Асанкасси" çулăн Пăчăрлă Пашьелĕнчи Мичурин урамĕнчи çула, Ярăслав ялĕнчи Советсен урамĕнчи çула, Карапай Шăмăршăри К.Маркс урамĕнчи çула, Пуянкассинчи Советсен урамĕнчи çула, Тури Чаткасри Çĕнтерỹ урамĕнчи çула, Вырăс Чукалĕнчи Ленин урамĕнчи çула юсаса çĕнетнĕ. "ЦРМ" ООО кăçал "Шăмăршă - Анат Чаткас - Хĕрлĕ Васан" автомобиль çулĕ çинчи (17 километр та 650 метр) çул-йĕр паллисене (вырăсла -разметки) çĕнетсе тухни те - курăмлă ĕç. Лайăх çул яланах кирлĕ, мĕн чухлĕ нумай сарсан та çителĕксĕр. Унччен сарнисем пыра-киле кивелнипе юсасах-çĕнетсех тăмалла. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн 2015 çулта тумалли ĕçсене палăртса хатĕрлекен Çырăвĕнче ялсенчи çул-йĕр строительстви çине те пысăк тимлĕх уйăрасса шанса-кĕтсе тăратпăр.

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика