Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа илемлетет юрă-ташă

20 декабря 2014 г.

Пурнăçа илемлетет юрă-ташă

Культура çулталăкĕ хупăннине халалланă концерт программине курма халăх йышлă пухăнчĕ. Районти культура аталанăвĕн центрĕн залĕнче пĕр пушă вырăн та пулмарĕ темелле. Апла пулсан район çыннисем хамăр хушăрах ĕçлесе пурăнакан е шкулта вĕренекен сцена ăстисен юрри-ташшине, сăвви-такмакне чунтанах килĕштереççĕ, вĕсен пултарулăхне тивĕçлипе хакласа йышăнаççĕ. Тулли программăллă концерта районти культура ĕçченĕсен хорĕ "С чего начинается Родина" юрăпа уçрĕ. Чуна пырса тивекен илемлĕ юрра хор мăнаçлăн шăрантарчĕ. Кун хыççăн сцена çине район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев тухрĕ. Валерий Петрович районта Культура çулталăкĕ тивĕçлĕ шайра иртнине, культура ĕçченĕсем тĕрлĕ йышши массăллă мероприятисем нумай йĕркеленине палăртрĕ, пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Вăл çавăн пекех сцена çине тухса хăйсен пултарулăхне кăтартакан çынсене те, концертсене, ытти массăллă мероприятисене курма çỹрекенсене те тав сăмахĕсем каларĕ. Районта ỹссе çитĕннĕ, хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ, культура сферинче пысăк çитĕнỹсем тунă Валерий Яковлевпа Николай Корчаков режиссерсене, Геннадий Большаковпа Вячеслав Кудряшов артистсене тата ыттисене ятран асăнса хăварнă хыççăн В.Фадеев районти чи хастар культура ĕçченĕсене Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Культура сферинче нумай çул тăрăшса ĕçленĕшĕн районти организаципе методика центрĕн ертỹçи Алина Петрова тата Пуянкасси ял тăрăхĕн библиотекин библиотекарĕ Надежда Федотова Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотине илчĕç. Ачасен театр творчествин республикăри "Юмах çăл куçĕ" фестивальте "Творчествăри ăнтăлушăн" номинацире мала тухнăшăн Кивĕ Чукалти культурăпа кану центрĕнчи ачасен "Мехел" драма кружокĕ (ертỹçи В.Малеева) тата çак кружокри Данил Борзов вĕренекен Диплома, Чăваш халăх йăли-йĕркине аталантарас, чăвашлăха упрас тĕлĕшпе сисĕмлĕ тỹпе хывнăшăн Пуянкассинчи "Аххаяс" халăх фольклор коллективĕ (ертỹçи Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Федотова) Чăваш Республикин Культура министерствин Тав çырăвне тата Чăваш наци конгресĕн Грамотине тивĕçрĕç. Васанти краеведенипе истори халăх музейĕн директорне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Г.Ларшникова вара, ĕç кăтартăвĕсем тăрăх республикăри конкурсра "Муниципаллă культура учрежденийĕн чи лайăх ĕçченĕ" номинацире мала тухнă май, 50 пин тенкĕ преми укçине илме Сертификат пачĕ. Программăна малалла тăсса, А.Петрова, О.Бибукова, Е.Воронцова, Т.Яковлева солисткăсем "Выйду замуж", "Россия", "Свет" тата "Молитва" юрăсене илемлĕн шăрантарчĕç. Палтиелĕнчи Николайпа Татьяна Долговсем дуэтпа юрланине те кăмăллăн йышăнчĕç залра ларакансем. Пуянкассинчи, Палтиелĕнчи, Карапай Шăмăршăри, Васанти, Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Анат Чаткасри, Кивĕ Чукалти хĕрарăмсен ансамблĕсем вара тулли зала чăваш тата вырăс композиторĕсен лирикăллă юррисемпе тыткăнларĕç. Кивĕ Чукалти Ларевсен çемье ансамблĕ В.Адюков репертуарĕнчи "Çуркунне" юрăпа килентерчĕ. Районти фольклор коллективĕсем чăваш халăхĕн ĕлĕкхи йăли-йĕркине, юрри-ташшине, сăвви-такмакне малалла аталантарса, вĕсене илемлĕх мелĕсемпе пуянлатса пырас тесе нумай тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри - Пуянкассинчи Н.Федотова ертсе пыракан "Аххаяс" халăх фольклор коллективĕ. Çак концертра та вăл хăйĕн юрă-ташă композицийĕпе савăнтарчĕ. Чукалти Л.Рубцовапа Н.Ильичева ĕç ветеранĕсем районти смотр-отчет концерчĕсене, республикăри фестивальсене тăтăшах хутшăнаççĕ. Хальхинче те вĕсем вырăс такмакĕсене ăста каларĕç. Кивĕ Шăмăршăри ĕç ветеранĕ Н.Ларшникова солистка та концертра хăйĕн хитре сассипе палăрчĕ. Ачасен "Антонина" халăх ташă коллективĕ (хореографĕ А.Нефедова) тата Шăмăршă вăтам шкулĕнчи "Ташлакан шкул" творчество программипе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ ташă ансамблĕ концерт программине тата интереслĕрех кăтартма май пачĕç. Çак шкулти кадет класĕ (тăххăрмĕшсем) Бал ташшине питĕ килĕшỹллĕ ташларĕ. Класри яшсемпе хĕрсем республикăри кадетсен Георгиевски балĕн конкурсĕнче çĕнтерни коллектив хореографне В.Кузьминана та, кадетсене хăйсене те чыс кỹрет. Шăмăршă вăтам шкулĕнчи учительсен пултаруллă хорĕ сцена çине çĕнĕ юрăпа тухрĕ (ертỹçи К.Анисимов). Интереслĕ композици тытăмĕпе хатĕрленĕ "Роза ветров" юрă пурне те килĕшрĕ. Концерт программине нумаях пулмасть йĕркеленнĕ вокалпа инструментсен "Метро" ансамблĕ вĕçлерĕ. Ансамбльти М.Шумилов (соло-гитара), А.Любимов (бас-гитара), А.Быков (ритм-гитара) тата Ю.Борисов (ударлă инструмент) "Снегоход", "Любите, девушки", "Пора", "Не со мной" эстрада юррисене кăмăла каймалла юрларĕç. Яланхи пекех, программăна А.Петровапа О.Бибукова ăста ертсе пычĕç. Концерт ăнăçлă иртрĕ.

И.АНАНЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика