24 декабря 2014 г.
Çỹçне кĕмĕл тĕс витĕрех çапнă пулин те, Менир Хасензянович пирки ватлăх енне сулăннă арçын теме çук. Вăйпитти те вăр-вар-ха, утти те çирĕп. "Юр çăвать вĕт, çав шуратать çỹçĕме", - тет вăл шỹтлесе. Çулла вара : "арман авăртрăм-ха, çỹçĕм те шап-шурă пулчĕ" тесе юптарать. Пурнăç арманĕ хытах "авăрать" пулин те, çỹç çамрăклах шурални нуша нумай тỹснипе çеç çыхăнман. Менирĕн ашшĕ - Тăван çĕршывăн аслă вăрçинчен аманса килнĕ Хасензян абый - кăн-кăвак çỹçлĕччĕ. "Пирĕн ăру çавнашкал, ир шуралатпăр та нумай пурăнатпăр", - тетчĕ якалса пĕтнĕ йывăç костыльне аллисемпе çирĕппĕн тытса. Шел, паттăр фронтовик вăрçă суранĕсене пула вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Тепĕр тесен, cЭпĕ пуçласа унпа паллашнă чух - хĕрĕх çул каялла - Менир Хамдеев Патирекри сĕт-çу фермине ертсе пыратчĕ. Ферма коллективĕ ĕнесенчен сĕт сăвассипе те, выльăх-чĕрлĕхе ашлăх самăртассипе те районта малтисен шутĕнчеччĕ. "Фермăра ĕçлет Менир, пултаруллă пулмалла. Сана шанатпăр эпир: пысăк план та тулмалла!" - çак сăмахсене эпĕ фермăри хĕрлĕ кĕтесре шăкăл-шăкăл калаçса ларнă чух сĕт сводкин хучĕ çине çырса хăварнăччĕ. Манман иккен шỹтлесе çырнине Менир Хасензянович, халĕ те аса илет. Колхоза нумай çул ертсе пырса малтисен шутне кăларнă Минзалтдин Алеев пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайсан, ял халăхĕ пĕр саслă пулса "Искра" хуçалăх председателĕ пулма Менир Хамдеева суйларĕ. Тутарсем те, чăвашсем те, вырăссем те уншăн сасăларĕç, шанчăклă çын пулнине палăртрĕç. Асăмрах-ха хуçалăхăн тĕп инженерĕ, Раççей тата Чăваш АССР тава тивĕçлĕ механизаторĕ Василий Васильевич Паймеев пухура калани: "Чи кирли - Менир таса чунлă пулни. Çакна вăл фермăра ĕçленĕ вăхăтра та, профсоюз комитетне ертсе пынă чухне те кăтартса пачĕ. Лаша кỹлме пĕлет, трактор çỹретет, пус çумне пус хушсан колхоз укçи нумайланнине ăнланать, халăхпа лайăх калаçать - урăх мĕн кирлĕ-ха председателе?" Çапла пуçланчĕ Менир Хасензяновичшăн колхоз хуçин йывăр та канăçсăр ĕçĕ. Чăн малтан вăл унчченхи председатель вĕçлесе ĕлкĕреймен строительство объекчĕсене хута ярасчĕ тесе тăрăшрĕ. Яла илем кỹрсе хулари пек чаплă Культура çурчĕ çĕкленчĕ, ун çумне сквер хывни те тавралăха çĕнĕ сăн кĕртрĕ. Производство объекчĕсем те кашни çулах хута кайрĕç: çĕр улми хранилищи, запас пайсем упрамалли склад, утă хранилищи, пушар деповĕ, техника упрамалли сарай, асфальт сарнă çул. Патирексем яла çут çанталăк газĕ кĕртес ĕçе те районта чăн малтан вĕçлерĕç, нумайăшĕ çуртсене шыв кĕртсе хулари пек канлĕ пурăнма тытăнчĕç. Çĕр ĕçĕпе выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен тупăш чылай илнипе колхоз экономики те тĕрекленчĕ. Халăх чунтан тăрăшса ĕçлерĕ, ытти хăш-пĕр хуçалăхри пек: "Колхоз ялан вунçиччĕре, унăн пурлăхĕ вăрласан та пĕтмест" теекенни пĕр çын та тупăнмарĕ. Пĕр тĕслĕхе çеç аса илем. Колхоз складĕнче темĕн чухлĕ çурла выртнине куртăм та, тырă вырмалли çак ĕç хатĕрĕ паян - хăватлă техника ĕмĕрĕнче - мĕн тума кирли çинчен ыйтрăм. - Кунта шăп та лăп 150 çурла, - пĕлтерчĕ председатель. - Çанталăка пĕлме çук: вырма вăхăтĕнче пĕр чарăнми çумăр çăвĕ те, хирти пуянлăха мĕнле пуçтарса кĕртмелле? Тырра юр айне хăварни - пысăк çылăх, колхоз председателĕшĕн вара - çĕр йăтайми намăс. Тĕрлĕ самана саккăрлăхне тỹссе ирттерме тиврĕ ял çыннин. "Искра колхоз ĕçченĕсем темле кăткăс лару-тăрура та çухалса каймарĕç. Тыр-пул тухăçĕпе тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илнипе республикăра та мала тухса икĕ пысăк парнене _ кустăрмаллă тата гусеницăллă тракторсем илме тивĕçрĕç. Менир Хасензянович ватă кадрсене - М.Скворцова, В.Скворцова, А.Кузнецова, В.Кузнецова, М.Шарафутдинова, Р.Сейфутдинова, В.Матвеева, В.Авксентьева, Х.Каленова, Р.Тарамасова тата ыттисене ăшшăн аса илет. Колхозри пултаруллă специалистсене - В.Паймеев тĕп инженерпа Р.Иматдинов тĕп агронома, Ф.Валиуллов механика, йĕтем заведующине В.Авксентьева, Р.Зубеиров тĕп бухгалтера, парти организацине ертсе пынă П.Севрюгина паян кунччен те чĕререн тав тăвать. 25 çул çитрĕ Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ М.Хамдеев "Искра" хуçалăха ертсе пыма пуçланăранпа. Тĕп пуянлăха - 1200 гектар çĕре - паян та куç шăрçине упранă пек упраççĕ патирексем. Тырпулпа нумай çул ỹсекен курăксем çитĕнтереççĕ, выльăх-чĕрлĕх отрасльне те юхăнма памаççĕ. Вăй çитнĕ таран строительство ĕçĕсем тăваççĕ, "куллен пĕр пăта та пулин çапмасан хуçалăх юхăнать" текен ваттисен сăмахне ăша хываççĕ. Менир Хасензянович хуçалăх ертỹçи кăна мар, район пуçлăхĕ те. Унăн район интересĕсене республика тата Раççей шайĕнче те хỹтĕлеме тивет. Чĕрĕк ĕмĕр хушши район депутатне суйланнă май, ял çыннисен нуши-тертне аван пĕлет, нушаллисене пулăшма тăрăшать. Мĕн калам-ха хамăн вăрăмах мар сăмахăма вĕçленĕ май? "Вăй патăр Сире, Менир Хасензянович, халăхшăн малалла та ăнăçлă ĕçлесе пыма!" - теес килет. - Сисмерĕм те çулсем шунине, - чунне уçса калаçрĕ манпа Менир Хасензянович. - Пытармастăп, пăшăрханмалли те пур. Ватлăх çывхарнишĕн мар, атте-анне панине Турă умĕнче тỹрре кăларма вăхăт кĕскелсе пынишĕн. Палăртнă ĕçсене туса пĕтереймесрен шикленетĕп... Турă пулăшсан, хăвăр тăрăшсан мĕн шухăшланине пурнăçа кĕртетĕрех, Менир Хасензянович! Сывлăх кăна пултăр! Хуçалăх çĕрĕсене хыт-хурапа вĕтлĕх пусмасан, карта-вите выльăх-чĕрлĕхпе тулли пулсан, ĕç шавĕ татăлмасан, ваттисем вырăнне çамрăксем ĕçе пуçăнсан ял пурăнатех. Çак ялта çуралса ỹснĕ чăваш писателĕ Çтаппан Лашман калашле: "Патирек çутисем илемлĕ, Патирек çыннисем - телейлĕ!"
И.САЛАНДАЕВ.