Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Виçĕ хутчен аманнă, каллех строя тăнă…

24 декабря 2014 г.

Юратнăран та юратнă мăнакка... Сăмахĕ те мĕнле вăл: "мăнакка" - мăн аппа. Çапла, çапла, эпĕ сире хамăн çывăхран та çывăх çыннăмăрăн кун-çулĕ çинчен каласа парасшăн. Кам-ха вăл манăн мăнакка? Вăл - Надежда Ивановна Чекушкина. Унăн пурнăçĕнче ырри те, начарри те юнашарах пулнă. Палтиел ятлă тĕрлĕ нациллĕ ялта манăн мăнакка кун çути курнă. Çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлать. Çемье йывăрлăхĕ амăшĕ çине куçнипе вăл 4 класс анчах вĕренеет. Çемье пысăккипе йывăррине кура, манăн мăнакка мĕн пĕчĕкрен ĕçе кỹлĕннĕ. Ял-йышпа пĕрле тырă вырнă, авăн çапнă, çум çумланă, ỹсе-киле вара мăн çынсемпе пĕр тан вăрман каснă, утă çулнă... Вăй питти чухне мăнаккана урăх ĕçсем те интереслентернĕ, ытти районсене кайса курса килнĕ. Вара вăл Çĕпрел районĕнчи Упи ялĕнчи крахмал тăвакан завода ĕçлеме кĕрет, пĕр вăхăт тăван ялĕнчи шкулта техничкăра вăй хурать. Çирĕм виçĕ çулта чухне районти тĕп больницăра санитаркăра тăрăшать. Мирлĕ пурнăç малаллах шунă. Кĕтмен çĕртен хаяр вăрçă пуçланать. Нимĕç фашисчĕсем ирсĕрле, вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ пирĕн юратнă çĕршыв çине. Вăл вăхăтра районти больницăра тĕп врач пулса Н.С. Сергеев ĕçленĕ. Чи малтан ăна фронта илеççĕ. 1942-мĕш çулта вара манăн мăнакка та Тăван çĕршыва хỹтĕлеме вăрçа тухса каять. Çак куна мăнакка виличченех, хăйпе пĕр танлă çынсемпе пĕрле хурлăхлăн аса илетчĕ. Вăрçă! Мĕн тери хăрушă сăмах. Мĕн тери хаярлăх, хăрушлăх, чун ыратăвĕ. Чи малтан Н.Чекушкина пăшалпа пеме, лаша çинче утланса çỹреме, вăрçă хатĕрĕсемпе усă курма хăнăхнă. Вĕрентỹ иртсен вĕсем вăрçă хирне, тăшманпа çапăçма тухса каяççĕ. Фронтра та вăл санитарка пулать. Санитаркăна вăрçăра татах та йывăр килнĕ. Унăн пур çĕре те вăхăтра çитсе аманнисене пулăшмалла-çке. Хăйĕн пурнăçĕ çинчен манса, шăлне çыртса малалла шунă вăл. Шартлама сивĕ-и, чăтма çук шăрăх-и, юрлă-çумăрлă çанталăк-и - пурпĕрех чăтмалла, тỹсмелле. Виçĕ хутчен аманнă, пĕр хутчен контузи илнĕ. Çапах та Турри çывăх пулнă пуль мăнаккан, госпитальте сывалса тухсан каллех вăрçă хирне тухса кайнă. Ленинград блокадине сирсе ывăтнă хыççăн Эстоние, Латвие, Литвана, Хĕвел тухăç Пруссие çитнĕ чăваш хĕрĕ. Вăрçăра паттăрлăхпа хăюллăх кăтартнăшăн мăнакка правительство наградисене тивĕç пулнă. Вĕсем хушшинче: икĕ "За боевые заслуги", "За оборону Ленинграда", "За Победу над Германией" медальсем, II степень Отечествăлла вăрçă орденĕ. Вăрçăран килсен, вăл каллех хăйĕн малтанхи ĕçне таврăнать, районти тĕп больницăра санитаркăра ĕçлеме пуçлать. Урисем сывмара кайнă пирки яла ĕçлеме куçать, кунта вăл почтальонка пулса ĕçлет. Виçĕ çул çурă Мускав облаçĕнчи Воргаш торф предприятийĕнче бригадир пулса тăрăшать. Халăх сăмахлăхĕ çапла каланă: "Чăн-чăн çыннăн çурт лартмалла, йывăç ỹстермелле, хăй хыççăн ăрăва тăсма ача çуратмалла". Вăл çак тивĕçсене пурне те пурнăçланă. Хăйне савăнмалăх кăна мар, çын мухтанмалăх хĕр ỹстернĕ, ăна аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Роза Семеновна - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, СССР халăха çутта кăларас ĕç отличникĕ. Шел пулин те, юратнă мăнакка çук халĕ пирĕн хушăра. Çапах та унăн ырă ячĕпе çутă сăнарĕ пирĕн асран нихăçан та каймĕ. Мухтанатăп эпĕ хамăн мăнаккапа, вăл маншăн чăннипех те пурнăçри маяк. Паттăрлăхпа хăюллăхшăн çĕре çитиччен пуç таятпăр ветерансем умĕнче.

Н.КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика