Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв инкек ан кỹтĕр

24 декабря 2014 г.

Çапла калатпăр-ха та, анчах яланах кĕтнĕ пек килсе тухмасть: Çĕнĕ çулта ăçта-тăр инкек пулать-пулатех. Ытларахăшĕ хамăр тимсĕрлĕхпе çыхăннă - пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмастпăр, йĕркене пăсатпăр. Елкăра вут-кăвар ан тухтăр тесен çакна çеç шута илмелле: - чăрăша лайăх тытăнса тăмалла вырнаçтармалла; - елкăна хăвăрт хыпса илме пултаракан материалсенчен хатĕрленĕ теттесемпе капăрлатмалла мар; - елкăна ăшă паракан хатĕрсенчен, çынсем тухса çỹремелли вырăнсенчен аякрах вырнаçтарни лайăхрах; - елка çывăхĕнче бенгали çуртисемпе, пиротехника хатĕрĕсемпе усă курма юрамасть; - ĕçлекен электрогирляндăсене никамсăр пăрахса хăвармалла мар. Вĕсене специалистсем çеç вырнаçтарччĕр. Енчен те вут-кăвар тухсан çухалса каймалла мар: ачасемпе çынсене елка лартнă пỹлĕмрен кăлармалла. Çакăн хыççăн электрогирляндăсене сỹнтермелле. Енчен те инкеке хăвăрăн вăйăрпа сирсе яма май килмесен, пушар хуралĕн пайне 01 телефонпа шăнкăравласа пĕлтермелле. Пиротехника хатĕрĕсемпе те асăрханса усă курмалла, мĕншĕн тесен вĕсем те пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Вĕсемпе ачасене усă курма памасан тата та лайăхрах.

И.КРЫЛОВА, районти ВДПО совечĕн председателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика