Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни сăвви - юрă (В.Урташ çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май)

24 декабря 2014 г.

Чăннипех те çапла: вăл кашни сăввинех юрă валли çырнă тейĕн - вулама пуçлатăн та алăран ярас килмест. Ахальтен мар ĕнтĕ чăваш композиторĕсем ун сăввисем тăрăх юрă хыççăн юрă кĕвĕленĕ. Сăвăсен авторне - Валентин Урташа - халăхра поэт-юрăç тенĕ. Паллă сăвăç 1924 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче Тутар АССРĕнчи Пăва районĕнчи Ракасси ялĕнче çуралнă. Вăл вăтам шкултан вĕренсе тухсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă çамрăк, 1943 çулччен - йывăр аманиччен - çапăçу хирĕнчен тухман. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕрремĕш степень орденне, виçĕ медале тивĕçнĕ. Салтак киле пĕрремĕш ушкăн иваличĕ пулса таврăннă. 1944 çулта Валентин Андреевич Хусанти "Хĕрлĕ ялав" хаçатра корреспондент пулса ĕçлеме тытăннă, унтан Шупашкара куçса килнĕ, ЧАССР Министрсен Канашĕн Радиоинформаци комитетĕнче вăй хума пуçланă. 1946 çултанпа - писатель-профессионал. В.Урташ поэзипе ачаранах кăсăкланнă. Унăн пултарулăхĕ вăрçă хыççăн анлăн вăй илнĕ. Унăн пĕрремĕш кĕнеки - калавсен пуххи. Поэт куçаруçă пулнипе те паллă. Вăл А.Мусатовăн "Стожары" повеçне, В.Каваринăн "Икĕ капитан" романне, ытти вырăс писателĕсен калавĕ-сене чăваш вулаканĕсем патне çитернĕ. Чăваш литературине аталантарас ĕçре пысăк тỹпе хывнăшăн В.Урташа СССР Культура министерствин "Культура отличникĕ" паллипе чысланă. Сăвăçăн тĕрлĕ çулсенче çак кĕнекесем пичетленсе тухнă: "Çурхи кунсем", "Чун савнăран", "Саншăнах юрлатăп", "Ăраскал", "Ĕмĕтĕмĕр çитсе пынăран" тата ыттисем те. Сатирăллă произведенисен пуххисенчен курăмли- "Сăрă хурт". Шел, кĕске пулнă Валентин Урташăн ĕмĕрĕ. Вăрçă ветеранĕпе инваличĕ 1973 çулта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Анчах ăна халăх манмасть, асрах тытать. Унăн "Укăлча умĕнче", "Пĕрре курсах саврăм-ши", "Шупашкарăн лăпкă каçĕсем", "Юрату юрлаттарать" тата ытти юррисем аслăрах ỹсĕмри çынсен асне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă. Сăмах май, Валентин Урташ Шăмăршă район хаçачĕн редакцийĕнче те пĕрре кăна мар пулнă, унăн нумай сăвви шăпах пирĕн хаçатра пуçласа пичетленнĕ.

УЛА ТИМĔР.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика