24 декабря 2014 г.
![Культура çулĕнчен - Литература çулталăкне Культура çулĕнчен - Литература çулталăкне](../UserFiles/news/20141230/k_shemursha_Preview.jpg)
Вăхăт йĕппи малаллах куçать. Çулталăк вĕçлениччен вăхăт нумаях юлмарĕ ĕнтĕ. Еплерех ирттернĕ-ха пирĕн районта Культура çулталăкне, мĕнле мероприятисемпе паллă юлнă? Кăçал культура сферинче çĕнĕлĕхсем пулнă-и? Çак тата ытти ыйтусем тавра пынă та ĕнтĕ пирĕн корреспондентпа районти организаципе методика центрĕн ертỹçи А.Петрова хушшинчи калаçу. - Алина Геннадьевна, кăçалхи Культура çулталăкне мĕнлерех мероприятисемпе уçрăр? - Кунта манăн чи малтанах районти культура аталанăвĕн центрĕнче январĕн 8-мĕшĕнче ирттернĕ "Раштав çăлтăрĕ" фестивале асăнса хăварас килет. Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятире Шăмăршăпа Патăрьел районĕсенчи чиркỹсем çумĕнчи вырсарни шкулĕсен воспитанникĕсем, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тата искусство шкулĕсенче вĕренекенсем Христос çуралнине, Раштав уявĕнчи йăла-йĕркене, Библи сюжечĕсене юрăсемпе сăвăсем тата сценкăсем урлă питĕ интереслĕ сăнласа пачĕç. Уява священниксем те йышлăн килчĕç. Январĕн 9-10-мĕшĕсенче вара хамăрăн центрăн агитбригади Энтĕрьел, Çĕнĕ Шăмăршă ялĕсенче, Баскак тăрăхĕнче, Канаш паççулккинче концертсем пачĕ. Вĕсенче пурăнакансем пирĕн программăна ырласа йышăнчĕç, тав турĕç. Февралĕн 7-мĕшĕнче районта савăнăçлă лару-тăрура Культура çулталăкне уçнă хыççăн, февралĕн 18-мĕшĕнче, Палтиел ял тăрăхĕн илемлĕ пултарулăх коллективĕ районти смотр-отчет концертне кăтартрĕ. Кун хыççăн, Культура çулталăкне халалланă фестивале малалла тăсса, графикпа килĕшỹллĕн, ытти ял тăрăхĕсен коллективĕсем те ял-йыша юрă-ташăпа, сăвă-такмакпа савăнтарчĕç. Мартăн 25-мĕшĕнче, Раççейри культура ĕçченĕн кунĕнче, Шăмăршăра, районти культура аталанăвĕн центрĕнче, ял тăрăхĕсенчи чи пултаруллă хор коллективĕсемпе ансамбльсем, солистсемпе ташăçăсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Асăннă смотр-конкурсра Кивĕ Чукал, Пуянкасси тата Палтиел ял тăрăхĕсен илемлĕ пултарулăх коллективĕсем чи лайăххисем пулчĕç. Пĕрлех ялсенчи чи пултаруллă сцена ăстисем районти Акатуйра та халăха савăнтарнине асăнса хăварас килет. - Районти культура ĕçченĕсем ачасем валли те çуллен нумай мероприятисем йĕркеленине пĕлетĕп-ха. Культура çулталăкĕнче çак ĕç çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăртăр-и? - Ку тĕрĕсех. Акă, март уйăхĕнче районти культура аталанăвĕн центрĕнче ачасен республика шайĕнчи "Пĕчĕк çеç путене", "Черчен чечексем" тата ытти фестивальсем иртрĕç. Паллăрах ытти хăш-пĕр мероприятисене илсен, кунта пĕчĕккисем хушшинче иртнĕ "Мистер ИКС" шоу-конкурса, ачасен "Антонина" халăх ташă коллективĕн 20 çулхи юбилейĕн концертне, Раççей Геройне Олег Долгова асăнса йĕркеленĕ патриотла юррăсен конкурсне, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна халалласа ирттернĕ мероприятие, "Мисс Шемуршиночка" шоу-конкурса палăртса хăвармалла. Çамрăксен мероприятийĕсене илсен вара чи паллăраххине эстрада юрăçисен "Çамрăк сасăсем" конкурса асăнмалла. - Республикăра та лайăхпа палăрса тăракан ача-пăча коллективĕсене асăнса хăвараймăр-ши? - Хальхи вăхăтра районта тата республикăра сцена ăсталăхĕпе палăрса тăракан коллективсем хушшинче - ачасен "Антонина" халăх ташă коллективĕ (хореографĕ А.Нефедова), ача-пăчан кăтартуллă "Фламинго" ташă ансамблĕ (хореографĕ В.Кузьмина), ачасен "Çăлтăрчăк" театр студийĕ (режиссерĕ В.Львова), Кивĕ Чукалти "Мехел" драма кружокĕ (ертỹçи В.Малеева). - 2014 çул районти хорсен тупăшăвĕпе те палăрса юлчĕ... - Ку, паллах, культурăра çĕнĕлĕх пулчĕ. Конкурсра 11 коллектив вăй виçрĕ. Музыка учителĕ К.Анисимов ертсе пыракан Шăмăршă вăтам шкулĕнчи педагогсен коллективĕ пĕрремĕш вырăн çĕнсе илни çак учреждение илем кỹрет. Çавăн пекех Палтиелĕнчи, Васанти, Кивĕ Чукалти тата районти культура аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи хор коллективĕсем те лайăхпа палăрчĕç. - Наци культурисен кунĕсем те чылайлăха асра юлмалла иртрĕç... - Кăçал Чăваш, Тутар тата Вырăс культурисен уявĕсенче çак халăхсен юрри-кĕвви мăнаçлăн шăранчĕ, вĕсене курма халăх та йышлă пухăнчĕ. Пĕрлех уява килнисем алăсталăх япалисен куравĕсемпе те кăсăклансах паллашрĕç. - Республика кунĕнче Шупашкарта иртекен уява çулленех пирĕн районти фольклор коллективĕсем те илемлетеççĕ... - Кăçал республика уявĕнче Карапай Шăмăршăри Г.Петькова ертсе пыракан "Шăнкăрав" фольклор коллективĕ хăйĕн сцена ăсталăхне тивĕçлĕ шайра кăтартрĕ. Иртнĕ çулсенче Шупашкарти çакнашкал уявсенче Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Федотова йĕркелесе пыракан Пуянкассинчи "Аххаяс" халăх фольклор коллективĕ тата Кивĕ Чукалти "Пилеш" фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертỹçи Н.Захарова) те республика çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнăччĕ. Вĕсем районта кăна мар, республика сцени çине тухма та тивĕçлĕ пулни çак коллективсен ертỹçисене те, юрлакан-ташлакансене те чыс кỹрет. - Районти библиотекăсене пурне те модернизаци никĕсĕ çине куçарнине пĕлетпĕр-ха. Клуб учрежденийĕсенче ку ыйтупа ĕçлесси мĕнлерех пырать? - Çак учрежденисене те модернизаци йĕркипе ĕçлеттересси çине район администрацийĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Районти 16 клуб учрежденийĕнчен 6-шне модернизациленĕ. Вĕсенчен 2-шĕ - Пăчăрлă Пашьелĕнчи тата Кивĕ Чукалти культура учрежденийĕсем çĕнĕ йĕркепе нумаях пулмасть ĕçлеме пуçларĕç. Вĕсене сцена чаршавĕсемпе, костюмсен комплекчĕсемпе, музыкăпа çутă аппаратурипе, компьютерпа, баянпа, купăспа тивĕçтернĕ. Пĕрлех Анат Чаткасри культурăпа кану центрĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернине, çуртăн çивиттине çĕннипе ылмаштарса витнине те асăнса хăварас килет. - Культура сферинче нумай çул ăнăçлă ĕçлесе пыракан специалистсене ятран асăнса хăварсан лайăх пулĕччĕ. - Клуб учрежденийĕсенче Татьяна Долгова (Палтиел), Николай Иванов (Кивĕ Чукал), Мария Угарина (Чукал), Галина Петькова (Карапай Шăмăршă), Наталья Матвеева (Хайпăла), Татьяна Давыдова (Шăмăршă), ял библиотекисенче Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Федотова (Пуянкасси), Тамара Можаева (Пăчăрлă Пашьел), Елена Исметова (Васан), Татьяна Чамеева (Кивĕ Чукал), Инна Яковлева (Шăмăршă) тата ыттисем чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленине палăртмалла. Çавăн пекех Васанти халăх музейĕн директорĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Герман Ларшников та нумай çул таса чунпа вăй хунине , учрежденире тăтăшах интереслĕ мероприятисем йĕркеленине, вăл кăçал "Республикăри муниципаллă культура учрежденийĕсен чи лайăх ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнине те каласа хăварас килет. - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çула К.В.Иванов çулталăкĕ тесе йышăнчĕ. Районти культура ĕçченĕсем ял-йыша килес çул та интереслĕ мероприятисемпе савăнтараççĕ-и? - Паллах. Чăваш поэзийĕн классикĕ, вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине, чăваш литературин ытти классикĕсене халалланă мероприятисем килес çул районти культура учрежднийĕсенче чылай ирттерме палăртнă. Ку енĕпе районти организаципе методика центрĕнче, ялсенчи клуб учрежденийĕсемпе библиотекăсенче ĕç планĕсем туса хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Кунсăр пуçне килес çул Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă мероприятисем те нумай йĕркелеме шутлатпăр. "Никама та манман, нимĕн те манăçман" текен лозунг вĕсенче тĕп вырăн йышăнĕ. Яланхи пекех, пĕтĕм ĕç-хĕле районти организаципе методика центрĕ йĕркелесе тата кăтартса пырĕ, кирлĕ пулсан методистсем вырăна çитсе пулăшу парĕç. - Килес çул та творчество туйăмĕпе хавхаланса ĕçлеме, ял çыннисене чылайлăха асра юлмалли мероприятисемпе тулли савăнăç кỹме ăнăçу сунатăп сире. - Тавтапуç.
Калаçăва И.МЕДВЕДЕВ йĕркеленĕ.