Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преми укçипе - ача сачĕ

27 декабря 2014 г.

Преми укçипе - ача сачĕ

Декабрĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта пĕр харăсах 4 ача садне савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Вĕсенчен пĕрне - 240 вырăнлă "Непоседы" ача садне - çурт тăвакан организацирен Чăваш Ен Министрсен Кабинечĕ эффективлă ĕçшĕн тивĕçнĕ Федераци премийĕн шучĕпе 139,2 миллион тенкĕ тỹлесе туяннă. Хальхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕçтерекен хăтлă ача садĕнче бассейн, музыка залĕпе физкультура залĕ, компьютер класĕ, сенсор пỹлĕмĕпе логопед пỹлĕмĕ, апат-çимĕç блокĕ, медицина кабинечĕ, прачечная пур. Территорире вылямалли 12 площадкăпа 1 спорт площадки вырнаçнă. Садик тулли кун йĕркипе ĕçлекен 12 ушкăна йышăнать. Аса илтеретпĕр: Чăваш Республики 2013 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх пĕтĕмĕшле рейтингра 14-мĕш вырăн йышăннă, Раççей Федерацийĕн Правительстви республикăна 165 миллион та 59 пин тенкĕ грант уйăрса панă. Çак преми укçипе республика Правительстви Шупашкарти Дементьев урамĕнчи çĕнĕ "Садовый" микрорайонĕнче тинтерех çеç туса лартнă ача сачĕн çуртне туяннă.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика