27 декабря 2014 г.
![Çулталăк çынни - Сергей Яковлев Çулталăк çынни - Сергей Яковлев](../UserFiles/news/20141230/image22_Preview.jpg)
"Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ, 2014 çулхи чи паллă çынна палăртас тĕллевпе, вулакансем хушшинче ыйту-тĕпчев ирттерчĕ. Пурĕ 6 кандидат сĕннĕччĕ. Чи нумай сасă пухса (622 сасă), "Çулталăк çынни - 2014" ята Шăмăршăри тĕп больницăри "Васкавлă пулăшу " уйрăмĕн фельдшерĕ, Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕçĕн тава тивĕçлĕ работникĕ Сергей Яковлев тивĕçнĕ. Саламлатпăр, Сергей Михайлович! Иккĕмĕш вырăнта - Владимир Шуряков (336 çын сасăланă), виççĕмĕш вырăнта - Михаил Захаров (243 сасă). Сасăлава хутшăннă вулакансене ырă ĕçшĕн чĕререн тав тăватпăр, çывхарса килекен Çĕнĕ çул уявĕпе саламлатпăр.