Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Руль умĕнче ỹсĕр водитель-и? Полицие пĕлтерĕр!

27 декабря 2014 г.

Кăçалхи 11 уйăхра район территорийĕнче 16 авари пулнине, вĕсенче 5 çын вилнине, 15 çын аманнине регистрациленĕ. 2013 çулхи çак тапхăрта 22 аварире 1 çын пурнăçран уйрăлнă, 26-ăн суранланнă. Кашни уйăхрах районта "Ỹсĕр водитель" профилактика рейчĕсем иртеççĕ. Апла пулин те руль умне "çуттине" ĕçсе ларнă водительсен шучĕ чакни сисĕнмест. Кăçал январь-ноябрь уйăхĕсенче ГИБДД службин инспекторĕсем районти çул-йĕр çинче 103 ỹсĕр водителе тытса чарнă, тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Пĕрремĕш хут ỹсĕрле çакланнисем 30-шар пин тенкĕ штарф тỹленĕ, 1,5-2 çуллăха водитель удостоверенийĕсĕр юлнă. Ỹсĕрле иккĕмĕш хут лекнисене вара 10 талăкран пуçласа 15 талăк таран арестленĕ. Сăмах май каласан, кăçалхи аварисенчен 4-шне ỹсĕр водительсем тунă. Вĕсен айăпне пула вилнисемпе аманнисем те пур. Чăваш Республикинче ỹсĕрсем пурĕ 132 авари тунине, вĕсенче 31 çын вилнине, 173 çын аманнине регистрациленĕ. Шутласан, чуна çỹçентерекен цифрăсем. Алла черкке тытас умĕн водительсене çак фактсене асра тытма сĕнетпĕр. Эпир, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникĕсем, граждансенчен пулăшу та ыйтатпăр. Енчен те эсир руль умĕнче ỹсĕр водитель ларнине асăрхасан, кун пирки талăкăн хуть хăш сехетĕнче те полицин районти уйрăмĕн дежурнăй чаçне 2-33- 73 номерпе е сотовăй телефонпа (020) шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр. Ỹсĕр водителе пирĕн пĕрлехи вăйпа çийĕнчех тытса чармалла. Унсăрăн вăл çынсене таптаса вĕлерме е амантма пултарать. Тепĕр транспорт хатĕрне пырса тăрăнса та пысăк инкек кỹрес хăрушлăх та пур. Кун пирки пирĕн яланах асра тытмалла!

Г.ИВАНОВА, ГИБДД службин инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика