Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Купăсçă, спортсмен, чăн-чăн кил хуçи…

27 декабря 2014 г.

- Çеçпĕл Мишши калашле: юрлатăп та, ташлатăп та, купăс та калатăп, утă та çулатăп, вутă та çуратăп... Çак сăмахсене Валерий Иванович йăл-йăл кулса каларĕ. Вăл ĕçчен те ылтăн алăллă çын пулнине лайăх пĕлетĕп-ха. Ялта пурте куç умĕнче: лайăххи те, япăххи те. В.Митрофанов пирки япăххине каланине вара эпĕ нихăçан та илтмен. Валерий Иванович - ялти хисеплĕ çынсенчен пĕри, хăйĕн пултарулăхĕпе тата сăпайлăхĕпе ырă тĕслĕх пулса тăрать. В.Митрофанов 1954 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Ярăслав ялĕнче, нумай ачаллă çемьере çуралнă. Унăн ашшĕ - Иван Федорович - ăста платник тата маттур купăсçă пулнă. Амăшĕ - Анна Яковлевна - уй-хир бригадинче вăй хунă. Килĕштерсе пурăнакан ĕçчен мăшăр икĕ хĕрпе пилĕк ывăл çуратса ỹстернĕ. Валерий - çемьере улттăмĕш ача. Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан вăл малалла Васанта ăс пухнă. Пур предметпа та "4" тата "5" паллăсемпе вĕренсе пынă, спорта юратнă. Физкультура предметне Николай Васильевич Падюков вĕрентнĕ. Шăпах вăл ĕнтĕ ачасен спортри пултарулăхне асăрхаса аталанма пулăшнă. Валерий çуран чупассипе те, йĕлтĕрпе чупассипе те кашни ăмăртурах мала тухнă. Шкулта çеç мар, районти тата ун тулашĕнчи ăмăртусенче те çĕнтернĕ. Ун чухне Н.Падюков учитель кĕрешекенсен секцине те йĕркелесе янă. Валерий çав секцие çỹресе кĕрешỹ меслечĕсене алла илнĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешессипе районти ăмăртусене те хутшăнма тытăннă. Шкултан вĕренсе тухсан, Валерий Митрофанов ялти клубра баянист-купăсçă пулса ĕçлеме тытăнать. Купăсçă тенĕрен, кунта çакна та каласа хăвармалла. Митрофановсен йăхĕ мĕн ĕлĕкрен музыкăпа туслă пулнă. Ашшĕн шăллĕ - Гаврил Федорович - купăсçă, баянист, аккордионист тата пултаруллă артист пулнă, К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх акдеми драма театрĕнче ĕçленĕ. Çавăн пекех Гаврил Митрофанов юрăсем те çырнă, "Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Гаврил Федоровичăн ывăлĕ Валерий Хусанти консерваторирен вĕренсе тухнă. Вăл - талантлă сĕрме купăсçă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ. Сăмахăмăра каллех Ярăславри Валерий Митрофанов çине куçарар-ха. Ялти клубра çулталăк ĕçленĕ хыççăн вăл Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ, театр уйрăмĕнче халăх театрĕн режиссерĕн специальноçне алла илет. Училищĕре вĕреннĕ вăхăтра кĕрешес енĕпе спорт секцине çỹрет, хула тата республика чемпионачĕсене хутшăнса чăваш ятне çĕклет. "Шупашкар хулин чемпионĕ" тата "Республика чемпионĕ" ятсене тивĕçет. Спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăрать. Училищĕрен вĕренсе тухса алла диплом илсен Валерий республикăри Пуканесен театрне баянист ĕçне вырнаçать. Театртанах Совет Çарĕнчи службăна каять. Салтакра та спортпа туслă пулать, кĕрешессипе тĕрлĕ хуласенчи ăмăртусене хутшăнать. Çартан таврăнсан Валерий Митрофанов Ярăслав клубĕнче художество ертỹçи тата заведующи пулса ĕçленĕ. Культура ĕçне чунтан парăннăскер, илемлĕ пултарулăх коллективне йĕркелесе ял-ял тăрăх çỹреççĕ, халăха савăнтараççĕ. Çав çулсенчех В.Митрофанов клуб çумĕнче спорт секцийĕ те йĕркелесе янă. Çамрăксем хăйсен укçи-тенкипе кĕрешмелли матрассем, кире пуканĕсем туяннă. Секцие çỹрекен каччăсем кашни çулах районти Акатуйне хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Олег Осипов Раççей спорт мастерĕ, Валерий Васильевич Митрофанов (тетĕшĕн ывăлĕ), Андрей Петров тата Алексей Петров спорт мастерĕн кандидачĕ пулса тăнă. 1982 çулта Валерий Иванович пĕрремĕш хут "Акатуй паттăрĕ" ята тивĕçнĕ. Кашни çулах Акатуйра кĕрешсе паттăра юлнăшăн ăна миçе хутчен така тата хаклă парне панă-ши? Паллах, сахал мар. Ярăславри илемлĕ пултарулăх коллективне телевизор тата баян парнеленине те В.Митрофанов пысăк савăнăçпа аса илет. Клубра ĕçленĕ вăхăтра Валерий Митрофанова ун чухне районти милици уйрăмĕн пуçлăхĕ пулнă Александр Максимович Степанов темиçе хутчен те шалти ĕçсен пайне ĕçлеме пыма чĕннĕ. Юлашкинчен ун сĕнĕвĕпе килĕшнĕ Валерий, 1983 çулхи март уйăхĕнче милицин участокри инспекторĕн йывăр "лавне" туртса пыма пуçланă. Çак ĕçре те вăл пысăк авторитет çĕнсе илет, хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пынăшăн ăна Грамотăсемпе чыслаççĕ. Спортпа пиçĕхнĕ çын милици уйрăмĕнче те физкультурăпа спорта аталантарассишĕн нумай тăрăшнă. Кунта илемлĕ пултарулăх коллективне йĕркелесе ярать, тĕрлĕ смотр-отчета хутшăнса йĕрке хуралçисем малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Милицире 18 çул ĕçленĕ хыççăн Валерий Митрофанов майор тивĕçлĕ канăва каять. Чыслă ĕçшĕн ăна медальсемпе тата Грамотăсемпе наградланă. Валерий Иванович хăйĕн мăшăрĕпе Антонина Леонидовнăпа хĕрпе ывăл çуратса ỹстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ачисем те ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçчен те пултаруллă. Валерийпе Тоня Митрофановсем темиçе пỹлĕмлĕ, хулари пек хăтлă пысăк та илемлĕ çуртра пурăнаççĕ. Вĕсен килти хушма хуçалăхĕ те - пăхса ытармалла мар. МТЗ-82 трактор, унпа ĕçлеме тележка, плуг, культиватор, косилка, сỹре, çĕр улми копалки туяннă. Кама пулăшу кирлĕ - ырă кăмăллă Валерий Иванович пурне те пулăшма тăрăшать. Пĕр кун та ĕçсĕр лармасть вăл. "Ĕçлемесĕр ларсан - чирлетĕп", - тет шỹтлесе. Картиш тулли - выльăх-чĕрлĕх. Ĕне, вăкăр, сурăхсем, чăх-чĕп усраççĕ. Сад пахчинче тĕрлĕ улма-çырла йывăççи çитĕнет, хитре чечексем кăмăла çĕклеççĕ. Икĕ пахча акаççĕ-лартаççĕ: çĕр улми, чĕкĕнтĕр, тĕрлĕ пахча-çимĕç, нумай çул ỹсекен курăк çитĕнтереççĕ. Паян Валерий Иванович хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. Чаплă кун ячĕпе ăна юратнă мăшăрĕ, хĕрĕпе ывăлĕ тата кинĕ, çав тери маттур мăнукĕ Степа, &¸ывăх тăванĕсемпе кỹрши-арши тата Валерий Ивановичпа пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.

Е.ПЕТРОВА.

¸

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика