31 декабря 2014 г.
Мĕнлерех шухăш-ĕмĕтпе кĕреççĕ-ха район çыннисем çĕнĕ 2015 çула? Пирĕн корреспондент халăх хушшинче пулса çак ыйтупа интересленнĕ. Владимир АЛЕКСЕЕВ, район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ: - Çĕнĕ çул умĕн тинех тахçантанпах кĕтекен юр çуса савăнтарчĕ. "Юр вăл - пулас тухăç никĕсĕ", - тет хресчен. Эппин, 2015 çула пысăк шанăçпа кĕме пулать. 2014 çул пирки калас пулсан, ырри, асра юлмалли чылай пулчĕ. Районти ял хуçалăхне аталантарма патшалăх 57,528 миллион тенкĕ, çав шутра Федераци бюджетĕнчен 42,014 миллион, республика бюджетĕнчен 15,514 миллион тенкĕ парса пулăшрĕ. "Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, районти 728 килти хушма хуçалăх пурĕ 172,652 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илнĕ. 2003 çултанпа районта Федерацин "Ялсен социаллă пурнăçне аталантарасси" тĕллевлĕ программи ĕçлет. Çак программа пурнăçа кĕме тытăннăранпа районти 233 çемье, çав шутра 86 çамрăк çемьепе специалист патшалăх пулăшнипе хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса панă. 2014 çулта Федерацин "Ял территорийĕсене 2014- 2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта шанчăклă аталантарасси çинчен" тĕллевлĕ программи ĕçлеме пуçларĕ. Çак мероприятие пурнăçа кĕртме района Федераци тата республика бюджечĕсенчен 6598 пин тенкĕ субсиди уйăраççĕ. Çỹлте асăннă программăпа ялта пурăнакан 9 çемье, çав шутра 5 çамрăк çемьепе çамрăк специалист хăйсен пурнăмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕç. Районти тĕрлĕ харпăрлăхри хуçалăхсем çурхи ака-суха ĕçĕсене хатĕрленеççĕ. Çур аки валли тĕш-тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене 2164 тонна е кирлин 101,8 проценчĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Çаксен 65 проценчĕ кондицие ларнă. Хальхи вăхăтра "Восход" тата "Исток" хуçалăхсенче вăрлăх тасатакан звеносем ĕçлеççĕ. Хуçалăхсенче ял хуçалăх техникине юсаççĕ, минерал удобренийĕсемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянаççĕ. Хаçатра вырăн панипе усă курса, эпĕ ял ĕçченĕсене тата пирĕн хисеплĕ ветерансене Çĕнĕ çул ячĕпе чĕререн саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, телей сунатăп. А.Юнкеров, Анат Чаткас ялĕнчи фермер: - Чăн малтан 2014 çул мĕнле иртни пирки кĕскен каласа парас килет. Çанталăк савăнтармарĕ пулин те, эпĕ кашни гектартан 25,3 центнер çурхи тулă, 20,2 центнер урпа, 21 центнер сĕлĕ пуçтарса кĕртме пултартăм. Кирлĕ чухлĕ вăрлăх хатĕрленĕ, кĕркунне мĕнпур çĕре сухаласа хăвартăм. Фермер хуçалăхне йĕркеленĕренпех эпĕ çĕр улми çитĕнтеретĕп. 2014 çулта "иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕ 18 гектар йышăнчĕ. Кашни гектартан 125-шер центнер тухăç илни, ман шутпа, çулне кура начар кăтарту мар. 2015 çул пирки калас пулсан, тĕштырă культурисемсĕр пуçне 20 гектар çĕр улми те çитĕнтересшĕн. Техника çителĕклĕ. Вăрлăхсене çĕнетсех тăратăп. Минерал удобренийĕсем туянма тăрăшатăп. Шутласа пăхнă тăрăх, çĕр улми - тупăшлă культура. Ĕçлеме çеç ỹркенмелле мар. Халĕччен кахал пулман, малашне те хĕвелпе пĕрле тăрса хире тухма сывлăх пултăрччĕ. Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, тăван ял-йышăм! Çĕнĕ çул саламне йышăнсамăр, районти чăн-чăн çĕр хуçисем - фермерсем! 2 015 çулта ĕçĕрсем ăнса пыччĕр, уй-хирте тухăçлă тыр-пул çитĕнтерĕр! М.Невметов, "Мир" ЗАО тракторисчĕ: - Трактор çине ларнăранпа 37 çул çитрĕ. Нихăçан та начар ĕçлемен, хушнине тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çавна шута илсех пулĕ çак кунсенче "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ят парса чысларĕç. Эпир, механизаторсем, паян çитес çур аки пирки шухăшлатпăр. Кăкарса ĕçлемелли техникăна юсатпăр, тракторсен юсавлăхне тĕрĕслетпĕр. Çĕнĕ техника туянма вăй-хал çитменнипе, киввин ĕмĕрне тăсма тăрăшатпăр. 2015 çула ырă ĕмĕт-тĕллевпе кĕретĕп. Сывлăх çеç пултăр, çанталăк ырлăхне патăр, ĕçри йывăрлăхсене эпир пĕрлехи вăйпа çĕнтерсе пырăпăр. Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп сире, пĕрле ĕçлекен тусăмсем! А.Чурбанов, Кивĕ Чукал ялĕнчи ĕç ветеранĕ: - 2015 çул чăн малтан Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнипе паллă. Эпир - вăрçă ачисем - Çĕнтерỹ мĕнле пысăк йывăрлăхпа туптаннине лайăх астăватпăр. Вăрçă хăрушлăхĕ текех нихăçан та ан пултăрччĕ, тỹпере яланах мир хĕвелĕ ялкăштăр. Вăрçă çулĕсенче хĕн-асап тỹснĕ кашни çынна шуралнă пуçăма çĕре çитиех тайса чĕререн тав тăватăп. Çĕнтерỹ 75 çул, унтан 80 çул тултарнине уявличченех сывлăхпа пурăнăр!
И.АНАТКАС калаçнă.