Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономика тĕрекленет - парăмсем чакаççĕ

31 декабря 2014 г.

Радиопа та, телевиденипе те федерации бюджечĕ хăйĕн тăкакĕсене чакарни, регионсен "пиçиххине хытă туртса çыхма" тивни çинчен калаççĕ. Çавна май чылайăшĕн патшалăх умĕнчи парăмĕсене ỹстерес çул çине тăма тивет. Пирĕн редакци Чăваш Республикинче патшалăх парăмĕсем енĕпе мĕнлерех лару-тăру пулнипе интересленнĕ. Чăваш Ен правительстви парăмсене чакарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçлет-ха? Чăваш Республикинчи Финанс министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăн патшалăх умĕнчи парăмĕ 8424,1 миллион тенкĕпе танлашнă. Çулталăк пуçланнăранпа патшалăх парăмĕсен шайĕ 14,28 . чакнă. Çакна палăртмалла: Атăлçи Федераци округĕнче (ПФО) пурĕ 3 регион çеç (Саратов облаçĕ, Мордва республики тата Чăваш Ен) хăйсен кредит обязательствисем чакнин динамикине çирĕплетнĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх парăмĕн шайне налуксенчен тата налук мар тупăшсенчен кĕнĕ укçа-тенкĕ шайĕпе танлаштарсан та лайăх тенденци палăрать: 39,2 .. Чăваш Ен ПФО регионĕсем хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăнать: патшалăх парăмне парса татнин шайĕ Самар облаçĕнче, Пушкăрт республикинче тата Пермь крайĕнче çеç пирĕннинчен пĕчĕкрех. Çапла вара, Чăваш Республики 2015 çула лайăх кăтартусемпе, патшалăх парăмĕн шайĕ чылай пĕчĕкленнипе кĕтсе илет. Республика правительстви патшалăх парăмĕн шайне чакарас тĕлĕшпе тарăннăн шухăшласа тата эффективлă ĕçлесе пыни экономикăн реальнăй секторĕ курăмлă аталаннинче лайăх палăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика