Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çур аки шухăшĕ пуçран тухмасть", - тет районти тĕп агроном

31 декабря 2014 г.

Тĕрĕссипе, "тĕп агроном" ятлă мар-ха унăн паянхи должноçĕ, хут çинче "район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ" тесе çырăнать. Халăхра вара пурĕпĕрех "тĕп агроном, çĕр хуçи" теççĕ. Ĕç кунта ятĕнче мар, çын хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пынинче. Вадим Петрович Севрюгин пирки япăх калаçнине никамран та илтмен. Чăваш ял хуçалăх институтне (халĕ - академи) пĕтернĕренпех - 31 çул хушши - агрономра тăрăшать вăл. Районти "Сельхозхимия" пĕрлешĕвĕнче, каярахпа ял хуçалăх управленийĕнче вăй хунă. Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнчи чи опытлă специалист вăл, Вадим Петровичăн ури пусман пĕр метр çĕр те юлман темелле пирĕн районта. Çапах та тĕллевĕм ман ăна мухтасси мар: район 2015 çулхи çурхи ака-суха ĕçĕсене еплерех хатĕрленет-ха? "Кризис, кризис" тесе хресчен аллине усман-и? - Çур аки шухăшĕ пĕрре те пуçран тухмасть, - терĕ В.Севрюгин. - Тулта декабрь уйăхĕ çеç пулин те, çитес çул валли паянах план туса хатĕрлерĕмĕр. Хуçалăхсенче пулнă май, вырăнсенчи лару-тăрăва тĕплĕн пĕлме тăрăшатăп. Çакна çирĕппĕнех шантарма пултаратăп: хресчене йывăрлăхсем хăратмаççĕ, пур çĕрте те мал ĕмĕтпе пурăнаççĕ. 2015 çулта пирĕн пурĕ 11487 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса çитĕнтермелле. Çак акăнакан мĕнпур лаптăксен 59,4 проценчĕ пулать. Вăрлăхсем пирки калас пулсан, вĕсене ытлашшипех хывса хăварнă. Хальлĕхе çурри ытла кондицие ларнă. Вăрлăх пахалăхне лайăхлатас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Çĕр улми 1180 гектар, пахча-çимĕç культурисем 107 гектар, техника культурисем 216 гектар, выльăх апачĕллĕх культурăсем 6128 гектар йышăнĕç. Çур акине ирттерме района 385 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсем, 780 тонна минерал удобренийĕсем кирлĕ пулаççĕ. Хальлĕхе дизель топливине кирлин 40,2 проценчĕ, бензина 25 проценчĕ чухлĕ хатĕрленĕ. Минерал удобренийĕсем те кирлин 14,4 проценчĕ чухлĕ çеç-ха. Малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, çурхи ака-суха ĕçĕсене йĕркеллĕ ирттерме района 25,3 миллион тенкĕ укçа кирлĕ. Çав шутра 17 миллион тенкĕ - кредит укçи. Хаксем ỹссе пынă май, прогноз улшăнма та пултарать. Лару-тăру кăткăс пулма пултарассине пăхмасăр район администрацийĕ çакăн пек тĕллев лартать: акăнмасăр пĕр гектар çĕр те юлмалла мар! Пурнăçлама пулать-и-ха çак тĕллеве? Паллах, пулать, яваплăха çирĕп туйса ĕçлени çеç кирлĕ. Мĕн кирлине пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пулин те туянса пымалла, чи кирли - вăрлăхсене çĕнетмелле. Республикăри малта пыракан хуçалăхсем сортсене çĕнетсе-лайăхлатса пынипе çеç пысăк тухăç илеççĕ. "Пире мĕнле вăрлăх аксан та юрать, çĕр çеç пушă ан вырттăр" шухăшпа пурăнсан çĕр ĕç отраслĕ кĕтнĕ чухлĕ тупăш кỹреймĕ.

С.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика