Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем - урам уявĕнче

31 декабря 2014 г.

Ачасем - урам уявĕнче

Çĕнĕ çул камшăн савнăç? Пуриншĕн те мар çав. Çак уява, акă, чăрăшсем сехерленсе кĕтеççĕ - паян пур та ыран çук. Вĕсене сыхласа хăварас тĕлĕшпе "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче кашни çулах тĕрлĕрен акцисем йĕркелеççĕ. Çак кунсенче кăна-ха кунта "Эко-Çĕнĕ çул" урам уявĕ пулса иртрĕ. унăн тĕллевĕ - "Чăрăшсене çăлса хăварар". Хĕл Мучи, Юрпике, ырă чунлă упа - уявăн тĕп геройĕсем. Уяв ăнăçлăхĕ, ачасен хаваслăхĕ шăпах вĕсенчен нумай килчĕ. Ача садне çỹрекенсем çак кун хăйсене чăн-чăн уяв тĕнчинче пулса курнăнах туйрĕç. - Чăрăшсене нихăçан та касмăпăр, - терĕç çут çанталăкăн çамрăк тусĕсем. - Эпир илеме хамăр алăпа тăватпăр - пырса курăр хамăр ăсталанă елкăсене. Паркри курав пуриншĕн те кăсăклă.

С.ЛАРИОНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика