Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предпринимательсем пулăшнипе

31 декабря 2014 г.

Алексей Николаевич Ильичевпа Сергей Николаевич Угарин пирĕн ялта çуралса ỹснĕ. Хальхи вăхăтра иккĕшĕ те Ульяновск хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ, предпринимательсем. Тăван ялта та тăтăшах пулаççĕ, халăхпа курса калаçаççĕ. Ял масарĕ йĕри-тавра тытнă йывăç карта юхăннине курсан, Алексей Николаевичпа Сергей Николаевич çĕнĕ карта тытма ырă пуçару турĕç. Иккĕшĕ пĕрле 140 пин тенкĕ укçа уйăрчĕç. Ку ĕçрен ял тăрăхĕн администрацийĕ те, ял çыннисем те юлмарĕç. Тимĕр юпасем тата высечка туянса, кĕске вăхăтрах çĕнĕ карта тытрăмăр. Çĕнĕ картан пĕр пайне сăрланă, ыттине çитес çул пурнăçлăпăр. Çапла вара, 2014 çулта тунă ырă ĕçсенчен чи палли пирĕн ялти çак пархатарлă ĕç теме пулать. Ырă ĕç пуçаруçисене - Алексей Ильичевпа Сергей Угарина пĕтĕм ял чĕререн тав тăвать.

Г.ЧУГУНОВ, Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика