Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кадет пулмашкăн çăмăл мар

31 декабря 2014 г.

Кадет пулмашкăн çăмăл мар

Кадет ячĕ хăй кăна мĕне тăрать - çакна пурте тивĕçеймеççĕ. Шăмăршăри вăтам шкулта кадетсен класĕ 2010 çулта йĕркеленнĕ. Унтанпа вăхăт нумаях та иртмен пек те - çитĕнỹсемпе ỹсĕмсем куç кĕретех. Хальхи вăхăтра класра 13 арçын ачапа 7 хĕрача. Тĕрлĕ енлĕн аталанаççĕ вĕсем, тĕп вĕренỹ программисĕр пуçне хушма занятисем те сахал мар: пуçламăш çар хăнăхăвĕ, кашни хăйне хăй хỹтĕлесси, тĕн культури, этикет, хореографи... Кадетсен класĕ районти, республикăри мероприятисене те тăтăш хутшăнать, кашнинче тенĕ пекех призлă вырăнсене йышăнать. Олимпиадăсенче те кадетсем хăйсен ăсталăхĕпе, пĕлĕвĕпе палăраççĕ. Пĕтĕм Раççейри кадетсен "Тăван çĕршывăн çамрăк таланчĕсем" фестивальте С.Еремеев, Н.Кудряшов, Р.Кудряшов, К.Фомина, Ф.Семенов дипломантсем пулса тăчĕç. "Зарница" тата "Орленок" вăййисенче те шăмăршăсем чи вăйлисем. Кадетсем кашни çулах Çĕнĕ Шупашкар хулинче пухăнаççĕ, ăсталăх енĕпе тупăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе те Шăмăршă вăтам шкулĕн кадечĕсенчен вĕренмелли сахал мар. Кадетсем регионсем хушшинчи "Кадетсен Георгиевски балĕ" бал ташшисен конкурсне те хутшăнаççĕ. Шăмăршăсем кăçал та тĕрлĕ номинацисенче кубоксем çĕнсе илчĕç, призерсем пулса тăчĕç. Р.Кудряшовпа К.Фомина вара " Чи лайăх бал мăшăрĕ" ята тивĕçрĕç.

Н.МИЛЮШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика