31 декабря 2014 г.
![Кăмăл ăшшипе, чун туртăмĕпе Кăмăл ăшшипе, чун туртăмĕпе](../UserFiles/news/20141231/ismetova_Preview.jpg)
Васан ял тăрăхĕн библиотекинче Е.Исметова пĕр улшăнми 18 çул вăй хурать. Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищин библиотека уйрăмне пĕтернĕскер, Елена Александровна професси ăсталăхĕпе, чун туртăмĕпе ĕçлет. ырă кăмăллă библиотекарь вулакансене яланах ăшшăн кĕтсе илет, вĕсене килĕшекен кĕнекесем суйласа илме пулăшать. Кунсăр пуçне, вăл е ку вулаканăн юратнă тематикине, интересĕсене шута илсе çĕнĕ изданисемпе те паллаштарать, вулама сĕнет. - Чи нумай кĕнеке вулакансем хушшинче - Мария Фомина, Елена Кузьмина, Александра Козлова, Людмила Еремеева, Анжела Егорова тата ыттисем, - терĕ Елена Александровна. - Ачасене илсен, кунта чи малтанах Милана Смаевана, Алиса Полякована, Алина Кузнецована, Анна Ефимована тата ыттисене палăртмалла. Фондра кĕнекесем çителĕклĕ - пурĕ 12 пин ытла издани. Вĕсене тирпейлĕ упрассине, кĕнекесен ĕмĕрне ытларах тăсассине те куçран вĕçертмест Е.Исметова. Кун пирки вулакансене те аса илтерсех тăрать. Кăçал фонда çĕнĕ йышши 100 ытла кĕнеке кĕнĕ иккен. Библиотекăра - çутă та тирпейлĕ. Тĕрлĕ тематикăпа хатĕрленĕ кĕнекесен выставкисене илемлĕ туса хатĕрленĕ. "Çут çанталăк - пирĕн пуянлăх", "Сывă пурнăç йĕрки - вăрăм ĕмĕр", "Çĕнĕ кĕнекесем" тата ытти куравсем умĕнче кĕнекесен тишкерĕвĕсене те ирттерет Елена Александровна, вăл е кĕнекен паха енĕсене е интереслĕ тематикине палăртса хăварать. Икĕ енлĕ ăшă калаçу хыççăн вулакансем выставкăри кĕнекесене вулама çыртарса илнĕ тĕслĕхсем кашнийĕнчех пулаççĕ. Вулав конференцийĕсем, паллă писательсен юбилейне халалланă литература каçĕсем, поэзи сехечĕсем, электронлă презентацисем тата ытти мероприятисем библиотекăра планпа килĕшỹллĕн иртеççĕ. Вĕсене интереслĕ йĕркелеме тăрăшать библиотекарь. Модельлĕ никĕс çинче ĕçлекен библиотекăна компьютер урлă тĕрлĕ информаци илме килекенсем те пур. Кунсăр пуçне кунтах районти нумай функциллĕ "Пĕр чỹрече" центрăн филиалĕ те ĕçлет. Çак тивĕçе Елена Александровна хăйех пурнăçлать, районти центрпа çыхăнса ял çыннисене вырăнтах тĕрлĕ йышши справка-информаци парать. Хальхи вăхăтра компьютерпа усă курасси анлăн сарăлса пырать. Унпа ĕçлеме малтанхи хăнăху илес текенсем валли библиотекăра "Компьютер техникин шкулне" йĕркеленĕ. Занятисене Е.Исметова библиотекарь хăйех ирттерет. Кăçал, сăмахран, 10 çын компьютерпа усă курма вĕреннĕ. Компьютертах - ял тăрăхĕнчи паллă çынсене, ял пурнăçне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене, тыл ĕçĕн ветеранĕсене сăнлакан электронлă базăсем. Тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ вăхăтра вĕсем библиотекаре сисĕмлĕ пулăшу параççĕ. Ял çыннисем çакнашкал материалсемпе кăсăклансах паллашаççĕ. Библиотекăра хĕрарăмсен "Асамлă алă ăстисем" клубĕ те ĕçлет. Елена Александровна ертсе пыракан çак клубăн занятийĕсене шкулта вĕренекен хĕрачасем те хаваспах çỹреççĕ. Чăлха-нуски, алсиш çыхма тата тĕрлĕ тĕрĕсем тĕрлеме вĕренни вĕсене пурнăçра питĕ кирлĕ пулĕ. Вĕтĕ шăрçасемпе илемлетсе тухьясем те ăсталаççĕ çак клубра. 3 ача амăшĕ Е.Исметова ял тăрăхĕн обществăлла пурнăçĕнче те хастар. Ăна концертсенче хĕрарăмсен вокал ансамблĕн тата фольклор ушкăнĕн йышĕнче тăтăшах курма пулать. Клубра йĕркелекен ытти мероприятисене те хаваспах хутшăнать Елена Александровна.
М.ВАНИН.