31 декабря 2014 г.
![Гитара калать, сценкăсем лартать Гитара калать, сценкăсем лартать](../UserFiles/news/20141231/ivanov_Preview.jpg)
Кивĕ Чукалти Культура çурчĕн ĕçĕ-хĕлне чылай çул ăнăçлă ертсе пынă хыççăн З.Карзанова тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Юлашки çулсенче çак ялти культурăпа кану центрĕн директорĕнче Н.Иванов вăй хурать. - Николай Васильевич ялти "культура вучахĕн" "хĕмĕ" пĕр тикĕс те хитрен ялкăштăр тесе тăрăшать, - каласа парать Кивĕ Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Чамеев. - Илемлĕ пултарулăха ял-йыша явăçтарассине яланах тимлĕхре тытать, концертсенче хăй те юрлать, сценкăсенче кулăшла рольсем выляма кăмăллать. Пысăк çемье пуçĕ Н.Иванов (мăшăрĕпе, 30 çула яхăн учительте ĕçленĕ Галина Вячеславовнăпа, 2 ывăлпа 4 хĕр çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă) маларах нумай çул вахта мелĕпе Мускаври стройкăсене ĕçлеме çỹренĕ. Николай Васильевич ялти концертсене, районти фестивальсене яланах активлă хутшăннă. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче вĕреннĕ тапхăрта гитара калама вĕреннĕскер, çак çепĕç сасăллă инструментпа сцена çине тухса вырăс тата чăваш композиторĕсен юррисене те чуна пырса тивмелле шăрантарать. Клуб учрежденийĕн "тилхепине" йышăннăранпа Н.Иванов ялти "Пилеш" фольклор коллективĕн, хорăн, вокал ансамблĕн ĕç-хĕлне малтанхи шайрах тытса тăрас тесе çине тăрса ĕçлет. Çак ĕçре ăна Н.Захарова баянист сисĕмлĕ пулăшу парать. Кăçал культура çулталăкне халалланă смотр-конкурсра ялти илемлĕ пултарулăх коллективĕ хăйне лайăх енĕпе кăтартрĕ. Районти хорсен тупăшăвĕнче виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Клуб ĕçченĕсене Т.Чамеева библиотекарь те яланах пулăшса пырать. Пĕрлехи вăйпа культура ĕçченĕсем тăван ял-йыш валли нумай мероприяти хатĕрлеççĕ, вĕсене ял çыннисем те активлă хутшăнаççĕ. Акă "Пилеш" фольклор коллективĕнче чылай çул ĕнтĕ Раиса Ларионова, Аделина, Лидия, Галина Малеевасем, Зинаида Карзанова, Лидия Кириллова, Нина Лубошнова, Ирина Малеева, Татьяна Чамеева, Елена Борзова, Иринăпа Вера Ларевасем, Валерий Чамеев, Владимир Малеев, Петр Чурбанов ял çыннисене юрă-ташăпа тата сăвă-такмакпа савăнтараççĕ. Сценкăсенче вара Николай Васильевичпа пĕрле Любовь Денисова, Ирина Малеевапа Елена Борзова, Татьяна Чамеева тата Петр Чурбанов кулăшла сăнарсене ĕнентерỹллĕн кăтартаççĕ. Хальхи вăхăтра ялти культура ĕçченĕсем Çĕнĕ çул программине хатĕрлеççĕ. Бал-маскарад савăнăçлă та ял çыннисемшĕн чылайлăха асра юлмалли мероприяти пуласси пирки иккĕленỹ çук.
И.АНАНЬЕВ