Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти спонсорсем пулăшаççĕ

31 декабря 2014 г.

Пĕтмен-ха пирĕн ялсенче ырă кăмăллă та хастар çынсем. Кивĕ Шăмăршăра пурăнакан Эдуард Ларшниковпа Алексей Антонов ялти культурăна тата спорта аталантарма укçа-тенкĕ енчен спонсор пулса час-часах пулăшса тăраççĕ. Нумаях пулмасть кăна-ха Алексей Антонов Васан ялĕнчи библиотека валли республикăра кашни кун тухса тăракан "Хыпар" хаçатпа унăн кăларăмĕсене - "Çамрăксен хаçачĕ", "Чăваш хĕрарăмĕ", "Тетте", "Сывлăх", "Хресчен сасси" хаçатсене тата "Самантпа" "Капкăн" журналсене çитес çулхи çур çул валли çырăнса пачĕ. Хальхи вăхăтра ял çыннисене 300-700 тенкĕ ытла тăракан изданисене çыранса илме кансĕртерех паллах. Пенсионерсемпе шкул ачисемшĕн ку кăларăмсем, паллах, пысăк парне пулĕç. Кивĕ Шăмăршăри ял уявĕсене, Васанти клубра тата ял музейĕнче пулакан тĕрлĕрен конкурссемпе викторинăсене, фольклор уявĕсене ирттерме парнесем илме те пĕрре çеç мар пулăшнă ырă кăмăллă ентешсем. Çавăн пекех Кивĕ Шăмаршăри Хусанти Турă Амăшĕ ячĕлле чиркĕве те, ялти çăлсемпе пĕвесене, урамри çулсене пăхса-юсаса тăрас ĕçре те укçа-тенкĕ енчен пултарнă таран пулăшма тăрашаççĕ вĕсем. Эпир, Васан ял тăрăхĕнчи культура ĕçченĕсем тата Асъялти чиркỹ прихутне кăрекен турра ĕненекенсем Мускаври стройкăсенче ĕçлекен Эдуард Ларшниковпа Алексей Антонов юлташĕсене чун-чĕререн тав тăватпăр, çитес Çĕнĕ çулта ăнăçу, çирĕп сывлăх, çемье телейĕ сунатпăр. Ĕçĕрсем ăнсах пыччĕр сирĕн, ырă кăмăлăрсем нихăçан та ан сивĕнччĕр! "Параканăн алли çука юлмасть", - тенĕ ваттисем. Çакна ыттисен те манас марччĕ.

Е.ИСМЕТОВА, Васан ял библиотекарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика