Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аван-и, вулаканăмăр!

14 января 2015 г.

Акă 2015 çула та кĕтĕмĕр, сирĕн пата район хаçачĕн кăçалхи пĕрремĕш номерĕ çитрĕ. Эсир тăрăшнипе, Турă пулăшнипе эпир хаçатăн тиражне упраса хăвартăмăр çеç мар, ỹстерме те пултартăмăр. Паян "Шăмăршă хыпарĕ" хаçат Шупашкар типографийĕнче 2093 экземплярпа пичетленсе вулакансем патне саланать. Çакă пире савăнтарать, çавăн пекех журналитсен яваплăхне те ỹстерме хушать. Вулакан пирĕн хаçата çырăнса илет пулсан, унăн кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшмалла. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, кашни кунах мĕн те пулин çĕнни тĕл пулать. Редакции коллективĕн çак çĕнĕлĕхсене çийĕнчех асăрхаса хаçата çырăнса илекенсем патне çитермелле. Лайăххи çинчен çырнипе пĕрлех, çитменлĕхсене те курмасăр иртмелле мар. Çитменлĕхсене пĕрлехи вăйпа пĕтерме тăрăшасси те - журналистсен таса тивĕçĕ. Самана тикĕс тăманнипе пурнăç кăткăс ыйтусем кăларса тăратать. Йывăрлăхсем нумай, вĕсем малашне тата та пулĕç-ха. Типографипе почта тăкакĕсем ỹссе пыни те, электричество хакĕ хăмпă пек хăпарни те хаçата вулакансем патне вăхăтра илсе çитерес ĕçе кăткăслатаççĕ. Журналистсем пĕчĕк ĕç укçипех хăйсенчен мĕн килнине пурне те тума тăрăшаççĕ. Эпир хамăр ырлăхшăн мар, район çыннисемшĕн ĕçлетпĕр-çке. Йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмасăр тăрăшатпăр. 2015 çулта ырă хыпарсем ытларах пуласса шанса пурăнар, хаклă вулакансем. Сире пирĕнпе туслă пулнăшăн чĕререн тав тăватпăр, çак туслăх çулталăк тăршшĕпех тата малалла та пытăрччĕ! Раççей Пичечĕн тата Чăваш Пичечĕн кунĕсем ячĕпе саламлатпăр сире, туссем! Шăмăршă хыпарĕ" хаçат редакцийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика