Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хырлăхра, ырлăхра…

14 января 2015 г.

Хырлăхра, ырлăхра…

Ытти район çыннисемпе тĕл пулса калаçатăн та, нумайăшĕ вăрманлă, улăх- çаранлă Шăмăршă тăрăхне ăмсанни сисĕнет. - Сирĕн хырлăхăр та ырлăх! - тенĕччĕ Шăмăрша килсен кỹршĕллĕ Тутарстанри муниципаллă Çĕпрел районĕн пуçлăхĕ, Саплăк чăвашĕ Александр Шадриков. - Эх, йĕлтĕр сырса ярăнасчĕ пăхсан çĕлĕк ỹкмелле яштака хырсем хушшинче! Сывлăшĕ кăна мĕне тăрать! Сирĕн кунтах - Сочи! Ман шутпа, кỹршĕ район пуçлăхĕ Александр Валерьевич пĕрре те ỹстерсе каламарĕ. Турă панă пуянлăх - ытарма çук илемлĕ çутçанталăк - хăех хĕллехи спорта юратма хистет. Январĕн 5-мĕшĕнче Шăмăршă çумĕнчи хырлăха - çулла Акатуй ирттерекен уçланкă патне - пĕтĕм районти спорт тусĕсем пуçтарăнчĕç тесен йăнăшмăп. Кунĕ те тỹлек те илемлĕччĕ те, йĕлтĕрçĕсем хĕллехи сезона уçма пысăк хавхаланупа килнĕ. Вăрманти йĕлтĕр йĕрне хывнă, тарăн юра таптаса хытарнă çĕрте яланхи пекех "Буранпа" А.Егоров пысăк тăрăшулăх кăтартнă. Акă Тăван çĕршыв Гимнĕ чун-чĕрене хумхантарса янăрарĕ. Ăмăрту ялавне çĕкленĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев сăмах илчĕ. Валерий Петрович, пурне те Çĕнĕ çул уявĕсем ячĕпе чĕререн саламланă май, хĕллехи спорт сезонĕ уçăлни халăх сывлăхне çирĕплетес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Сывлăхпа спорт кунне ирттересси çинчен ятарласах Указ йышăннă. Çак Указ Шăмăршă районĕнче туллин пурнăçа кĕрсе пырать. Çĕнĕ çул умĕн районта ялсене тата учрежденисене, уйрăм çуртсене уяв сăнĕ кĕртес енĕпе конкурс ирттернĕччĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ конкурс çĕнтерỹçисене халăх умĕнче Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе чысларĕ. Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче - "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ, халăха социаллă пулăшу паракан центр, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр. Шкулсем хушшинче Виçпỹрт Шăмăршăри пуçламăш шкул- ача сачĕ, Патирекри тата Кивĕ Чукалти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕрентỹ учрежденийĕсем палăрнă. Ял тăрăхĕсен ăмăртăвĕнче чукалсемпе кивчукалсем çĕнтернĕ. Уйрăм çемьесенчен Шăмăршăри Чумаровсемпе Çĕнĕ Чукалти Ильичевсене мухтамалла. Шăмăршă вăтам шкулĕнчи çамрăк ташăçăсем (ушкăн ертỹçи - В.П.Кузьмина) "Эпир - пĕр йыш!" ятпа йĕркеленĕ флеш-моб спорт уявне хăйне евĕр илем кỹчĕ. Ăмăрту программипе килĕшỹллĕн, эстафетăна чăн малтан вăтам шкулсен командисем (командăра - икĕ арçын ачапа икĕ хĕрача) тăчĕç. Çивĕч тупăшура Шăмăршăри вăтам шкул команди - пĕрремĕш, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулăн пĕрремĕшпе иккĕмĕш командисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Тĕп шкулсем хушшинче Анат Чаткас йĕлтĕрçисене никам та çитеймерĕ: шкулăн икĕ команди пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Виççĕмĕш вырăнта - Пуянкасси ачисем. Ял тăрăхĕсем хушшинче Карапай Шăмăршă команди - пĕрремĕш, Шăмăршă команди _ иккĕмĕш, Анат Чаткас команди _ виççĕмĕш вырăнта. Предприятисемпе учрежденисен, фермер хуçалăхĕсен, учительсен командисен ăмăртăвĕнче Шăмăршăри А.Хафизов уйрăм предпринимателĕн "Эдельвейс" команди - пĕрремĕш, "Туслăх" спорт шкулĕн команди - иккĕмĕш, Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнче ĕçлекенсен команди - виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Район администрацийĕн пайĕсем те командăсем тăратнă. Организацилле пай, вĕрентỹпе çамрăксен политики пайĕпе ял хуçалăхĕпе экологи пайĕ малти виçĕ вырăна пайларĕç. Çĕнтерỹçĕсене медальсемпе тата Грамотăсемпе чысларĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Петьков, маттур йĕлтĕрçĕсене алă тытса саламланă май, малашнехи ăмăртусенче çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырă сунчĕ. Йăлтĕрçĕсен уявĕнче суту-илỹ ĕçченĕсем те тăрăшуллă пулчĕç: вĕри чейпе, техемлĕ шашлăкпа, тутлă кукăльпе хăналарĕç. Ăмăрту вĕçленес умĕн эпĕ уява килнĕ хăшпĕр çынпа курса калаçрăм. Петр ИЛЬДЯКОВ, пенсионер, Кивĕ Чукал ялĕ: - Район пĕлтерĕшлĕ хĕллехи спорт ăмăртăвĕсене 1973 çултанпа, пĕр сиктермесĕр хутшăнатăп. Паян та эстафетăна пĕр ывăнмасăр чупса тухрăм . Йĕлтĕр спорчĕ мана пурăнма вăй-хăват парса тăрать. 63 çулта пулин те, çамрăксенчен юлмастăп-ха! Владимир ДЕНИСОВ, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: - Пирĕн ял тăрăхĕ 5 команда тăратрĕ: шкулăн - 3 команда, ыттисем - çитĕннисен. Интернат командине шутласан, пирĕн 6 команда теме те пулать. Карапайсемпе çĕнтăрăнсем спорта юратаççĕ, хĕлле те, çулла та ăмăртусене хастар хутшăнаççĕ. Станислав ЯСТРЕБОВ, комуналлă хуçалăх предприятийĕн ертỹçи: - Спорт вăл - савăнăç! Ман шутпа, кашни çыннăн - ватăраххисен те, çамрăксен те, ачасен те - йĕлтĕр спорчĕпе туслашмалла. Хальхи ачасем кунĕ-кунĕпе телевизор е компьютер умĕнче ларни мана питĕ пăшăрхантарать. Çакăн пек илемлĕ кун мĕншĕн йĕлтĕр сырмалла мар-ха? Е тата мĕншĕн тăвайккинчен çунапа ярăнмалла мар? Сывлăхлă пулас тесен, мĕн пĕчĕкрен спортпа туслă пулмалла. Ман шутпа, Станислав Вечеславовичăн сăмахĕпе килĕшмеллех. Атьăр-ха, туссем, спорта юратар, ватти те, вĕтти те уçă сывлăшра сывлăха тĕреклетер!

И.САЛАНДАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика