14 января 2015 г.
![Раштав çăлтăрĕ Раштав çăлтăрĕ](../UserFiles/news/20150114/img_5902_Preview.jpg)
Январь уйăхĕнче "Раштав çăлтăрĕ" фестиваль йĕркелесси районта йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Кăçал та, январĕн 11-мĕшĕнче, çак сăваплă мероприяти Шăмăршăра çỹллĕ шайра иртрĕ. Çак кун культура аталанăвĕн центрне район çыннисем йышлăн пухăнчĕç. Фестивале район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ В.Петьков, Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн миссионерсен пайĕн председателĕ Сергий диакон, Йĕпреç округĕн благочиннăйĕ Пантелеймон протоиерей, Патăрьел округĕн благочиннăйĕ Сергий протоиерей, Шăмăршă округĕн благочиннăйĕ Николай протоиерей, Патăрьелпе Шăмăршă районĕсенчи православи чиркĕвĕсен священникĕсем те килчĕç. Мероприятие уçса, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, Сергий диакон, Николай протоиерей, Сергий протоиерей залра ларакансене Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем ячĕпе ăшшăн саламларĕç, куллен Турă халалĕсемпе пурăнма ырлăх-сывлăх сунчĕç. "Яланах пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнар, юнашар пурăнакан çынсене, уйрăмах нушаллисене, пĕччен ватăсене пулăшма тăрăшар, - терĕ епархи представителĕ Сергий диакон. - Эпир ыттисене ырă сунни Турă тивлечĕпе таврăнĕ. Çынна хисеплесси, юратасси пĕр-пĕрне ăнланнинчен пуçланать. Ырă мар ĕç усалпах таврăнать. Çакна пирĕн яланах асра тытмалла. Ырă йăласене пирĕн ăша хывмалла, пурнăçлама тăрăшмалла. Çынсене хисеплекенсем Турă вăй-хăвачĕпе çирĕпленĕç". Фестиваль программине Палтиел чиркĕвĕ çумĕнчи вырсарни шкулĕн воспитанникĕсем литературăпа музыка композицийĕпе пуçларĕç. Тĕнчене Çăлакан Христос çуралнине сăнлакан сăвă йĕркисене алра çуртасем тытса тăракан хĕрачасем чуна пырса тивмелле вуларĕç. Т.Долгова солистка "Ночь спустилась над землей" юрра чун хĕлĕхне хускатса юрланă май 2 класра вĕренекен А.Павлова килĕшỹллĕ ташлани композицие татах та вăйлатрĕ. Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн хорĕ "Моя Россия" юрра мăнаçлăн шăрантарнă хыççăн (илемлĕх ертỹçи Т.Яковлева) Шăмăршăри "Христос çурални" ячĕллĕ чиркỹ çумĕнчи вырсарни шкулĕн вокал ансамблĕ "Раштав юррине" илемлĕн юрласа пачĕ (ертỹçи К.Хазиева). Кивĕ Шăмăршăри тата Ярăславри чиркỹсен вырсарни шкулĕсен воспитанникĕсем Раштав темипе кăтартнă композицисене те ăшшăн йышăнчĕ тулли зал. "Антонина" халăх ташă коллективĕн тата Шăмăршă вăтам шкулĕн кадет класĕн хитре ташшисене те килĕштерчĕç куракансем. Пĕчĕккисен юррисем те фестиваль программине илем кỹчĕç. Райцентрти "Сказка" ача сачĕн воспитанникĕсем А.Ларшниковапа А.Залалтдинова "Рождественская звездочка", "Ромашка" ача сачĕн вокал ушкăнĕ "Падают снежинки" юрăсемпе савăнтарчĕç. Программăна Патăрьелсем малалла тăсрĕç. Патăрьелĕнчи, Турханти, Аслă Чементи, Тăрăнти, Аслă Арапуçĕнчи, Пăлапуç Пашьелĕнчи, Çĕнĕ Ахпỹртри тата Туçари чиркỹсем çумĕнчи вырсарни шкулĕсен воспитанникĕсем тата Ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекенсем Раштав темипе çыхăннă тĕрлĕ художество номерĕсене интереслĕ кăтартрĕç. Комсомольскинчен килнĕ К.Гришинапа А.Сушенцева дуэтпа "Красно солнышко" юрра тĕлĕнмелле илемлĕ шăрантарчĕç. Кунсăр пуçне вĕсем уйрăмшарăн "Русалка" опера сыпăкне тата "Я чистое небо умоляю" юрра та питĕ хитре тембрлă сасăпа юрларĕç. Хĕрсем 8 класра кăна вĕренеççĕ иккен, юрлас ăсталăха Ача-пăча искусство шкулĕнче туптаççĕ. Вĕсем малашне профессилле юрăçă пулма ĕмĕтленнине, паллах, мухтамалла кăна. Сергий диакон юрлама та ăста-мĕн. Илемлĕ те хăватлă баритон сасăллăскер, вăл Тăван çĕр-шыв тата тĕн темипе çыхăннă юрăсене артист евĕр професси ăсталăхĕпе юрласа пачĕ. Епархи представителĕн кашни юрри хыççăн куракансем хыттăн алă çупрĕç. Программăна Ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ Т.Яковлева кашнийĕн кăмăлне каймалла ăста ертсе пычĕ. Татьяна Борисовна пĕрлех тĕн историйĕн хăш-пĕр саманчĕсемпе те паллаштарчĕ. Священниксем илемлĕх ертỹçисене Епархин Тав хучĕпе, ачасене Раштав кучченеçне парса чысларĕç.
И.МЕДВЕДЕВ.