14 января 2015 г.
Чăваш Республикинче юлашки вăхăтра чикан çыннисем ултавлă ĕçсем тунă тĕслĕхсем палăрма пуçларĕç. Вĕсем юмăç пăхса паратпăр тесе, ултавлă майпа хĕрарăмсен ылтăн хăлха çаккисене, вăчăрисене, çĕррисене туртса илеççĕ. Тепĕр йышши ултавçăсем вара хăйсене социаллă служба ĕçченĕсем пек кăтартса пенсионерсен кил-çуртне е хваттерне кĕрсе каяççĕ. Çакнашкал çынсем "рейда" икшерĕн тухаççĕ: пĕри пĕччен ватăна калаçтарать, иккĕмĕшĕ тепĕр пỹлĕме ухтарать, хаклă йышши япаласене е укçана хăйĕн сумккине чăмтарать. Суя укçасем - принтер витĕр кăларнă 5000 тенкĕлĕх "купюрăсем" валеçекенсем те тĕл пулаççĕ. Вĕсем хăйсене газ службин ĕçченĕсем пек ĕнентереççĕ. Çак "работниксен" - хăйсен "юрри": кил хуçи е унăн мăшăрĕ газ службине 500 (е кăшт ытларах) тенкĕ ытлашши "тỹлесе" хăварнă имĕш. Тепĕр йышши ултав: газ служби çăмăллăхсем панине пула вăл е ку суммăна (500, 1000 е 1500 тенкĕ) çак организаци килĕрен валеçсе çỹрет иккен. Анчах çак "газовикăн" 5000 тенкĕлĕх укçа кăна имĕш, хваттер хуçин 4000 е 4500 тенкĕ тавăрса памалла пулать. 5000 тенкĕлĕх "укçана" тыттарать те вăл çемье членне, каялла тавăрса панă суммăна хăвăртрах кĕсйине пĕтĕрсе чиксе васкавлăн хваттертен тухса шăвăнать. "Газ службин ĕçченĕн" укçи кайран вара суя хут пулни палăрать. Çак "укçан" хучĕ яланхи пек шăтăртатмасть, ăна йĕпетсе сăтăрсан, сăрри сарăлать, алла варалать, çутă çине пăхсан шыв паллисем те курăнмаççĕ... Район çыннисене питĕ асăрхануллă пулма сĕнетпĕр. Çакнашкал тĕксĕм пулăмсем пирĕн района та çитме пултараççĕ. Ултавçăсенчен сыхланăр.
Р.ИДРИСОВ,
полицин районти уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ.