Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эп çуралнă хĕвеллĕ Виçпỹртре…"

14 января 2015 г.

Кашни çыравçах çулталăк хушшинче вулакансем ырласа йышăнакан икĕ кĕнеке кăларма пултараймасть. Илемлĕ те паха, вулакан чун-чĕрине хускатма пултаракан хайлавсем çырма Турă пани кирлех. Сăвăçа вара - юрату, чун ăшши, чĕлхе илемне туйма пулăшакан асамлă вăй кирлĕ. Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Мускав тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакан Валентина Бончакăн (Юманован) 2014 çулта Мускаври "Моно-Граф" ООО типографийĕнче харăсах "Пока горит свеча..." тата "Белый танец" сăвă кĕнекисем çутă курчĕç. Вырăсла çыракан чăваш хĕрĕшĕн ку - çав тери пысăк çитĕнỹ. Çакна Валентина Салиевнан ĕçтешĕсем - ятлă-сумлă сăвăçсем те палăртаççĕ. Зеленоград хулинчи "Зелит" тата "Свеча и гроздь" литпĕрлешỹсен йышĕнче тăнă май, Валентина Бончак хăйĕн ăсталăхне çултан çулах ỹстерсе пырать. Унăн халĕччен "Вот она - малая родина..." тата "Таня Савичева" кĕнекисем пичетленсе тухнăччĕ. Валентинан сăввисем хаçат -журналта тата литература сборникĕсенче пичетленеççĕ. Темиçе сăвви "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатра та çутă курчĕ. "Вот она - малая родина, Здравствуй, Трехизб - Шемурша! Пахнет травой и смородиной, Как ты сейчас хороша! Здесь мое детство нелегкое Так незаметно прошло. Юности лето короткое Мигом одним отцвело" - çакăн пек чуна хумхантармалла илемлĕ çырать В.Бончак хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршывĕ пирки. Хăйĕн тетĕшне - Шăмăршăра пурăнакан Василий Юманова (Сали Ваççине) халалланă йĕркисем те килĕшỹллĕ: "...Его руками дом построен, И выращен прекрасный сад. Двух сыновей родил. И строем Пойдет теперь чреда внучат. Он - мастер "Золотые руки", Он никогда не знает скуки: Поет, играет, веселит - Его гармонь плясать велит". Валентина Салиевна юрăсем те çырать, хăех юрлать. Унăн юррисем концертсенче тата уявсенче янăраççĕ, çынсене савăнăç парнелеççĕ. Эпир, Шăмăршă район хаçачĕ çумĕнчи "Илпек хунавĕсем" литпĕрлешỹ çыннисем, хамăр районта çуралса ỹснĕ пултаруллă сăвăçăн çитĕнĕвĕсемпе мухтанатпăр, Валентина Бончака асамлă поэзи тĕнчинче çĕнĕ çитĕнỹсем тума ырă сунатпăр.

И.САЛАНДАЕВ (Купăс ИВАНĔ).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика