Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан ĕç, пурнăçна кĕскететĕн

14 января 2015 г.

Ученăйсем çирĕплетнĕ тăрăх, Раççейре вăйпитти арçынсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнин тĕп сăлтавĕсенчен пĕри алкоголизм шутланать. Çак усал йăлана пула çуллен вăтамран 400 пин çын вилет. Спиртлă шĕвексемпе иртĕхни ĕçекеншĕн çеç мар, унăн çемйишĕн тата обществăшăн та хăрушлăх кăларса тăратать. Алкоголь çемьене аркатать, ачасене тăлăха хăварать. Ĕçекен çыннăн ăс-тăнпа нравственноç пахалăхĕсем çухалаççĕ, ỹсĕрпе вăл хăрушă преступлени те тума пултарать. Французсен тĕнчипех паллă философĕ Жан Жак Руссо çапла каланă: "Ĕçкĕпе иртĕхни çынна мĕскĕне кăларать, унăн ăс-тăнне туртса илет, юлашкинчен ăна выльăха çавăрать". Кашни çын çĕр çине мĕнле те пулин ырă ĕç тума, хăй хыççăн ырă ят хăварма килнĕ. Пурнăç - пĕрре çеç. Çавăнпа та чи хаклă пуянлăха эрех-сăра наркăмăшĕ туртса илни - çав тери пысăк хурлăх.

А.МОЛОСТВОВ, врач-невролог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика