Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹсĕм хыççăн ỹсĕм

17 января 2015 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тăван республика "тилхепине" 2010 çулхи августăн 29-мĕшĕнче тытрĕ. Çак йывăр та канăçсăр çулсене журналист куçĕпе пăхса кĕскен те пулин тишкерсе тухар-ха. 2010 çул Чăваш Енĕн 2010 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕ пирки калас пулсан, республика кăтартăвĕсем Раççейри вăтам шайран пĕчĕкрех пулнă, чăн кайра пыракан 10 регион-аутсайдер шутне кĕнĕ. Чăваш Ен экономикăн реальнăй секторĕн аталанăвĕпе те кайри ретре тăнă. Ял хуçалăх продукчĕсем туса илнин çулталăкри рейтингĕ те 74,2 процентпа çеç танлашнă. Халăхăн укçи-тенки тупăшĕн тата çынсене ĕçпе тивĕçтерессин шайĕпе те республика кайра пынă. 2011 çул Çине тăрса, республика ертỹçи хăйĕнчен те, ытти пуçлăхсенчен те çирĕп ыйтса ĕçленипе, Чăваш Ен 2010 çула начар мар вĕçленĕ. 2010 çулхи ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республики Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан чи лайăх влаç органĕсен йышне кĕнĕ. Çак хисепе çĕршыври 10 субъект тивĕçнĕ. Хушма укçан сумми пĕчĕк мар - 104 млн тенкĕ. "Эпĕ 2011 çулта экономика аталанăвĕн кризисченхи шайне тухма тĕллев лартнăччĕ. Цифрăсем амбициллĕ пулин те - эпир çакна тума пултартăмăр", - палăртнă Михаил Игнатьев 2011 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура. Регионти пĕтĕмĕшле продукции калăпăшне 200 миллиард тенке çитернĕ. Тĕп капитала хывакан инвестицисен хисепĕ 55 миллиард тенкĕпе танлашнă. Чăваш Енре промышленноçпа ял хуçалăх производствин индексне Раççейри вăтам кăтартуран пысăкрах шая çитернĕ, ку кăтарту строительствăра та, вак суту-илỹре те пысăкрах, халăхăн укçа-тенкин чăн тупăшĕсем те ỹснĕ. Чăваш Республикин çỹллĕ рейтингне Пĕтĕм тĕнчери агенствăсем те çирĕплетнĕ, инвестици илĕртỹллĕхне лайăх хак панă. Республика бюджечĕ тупăшсен калăпăшĕпе 32,4 процент ỹснĕ. Промышленноç поизводстви ỹсĕмĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕнче малта пыракансен йышне кĕнĕ. Ял хуçалăх отраслĕнче те кăтартусем аван. 2010 çулхипе танлаштарсан, 2011 çулта тăватă хут ытларах тыр-пул тата икĕ хут ытларах çĕрулми пуçтарса кĕртнĕ. 2012 çул Çулталăкри ĕç кăтартăвĕсене хак парас пулсан, çакна палăртмаллах: Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра пысăк технологиллĕ çĕнĕ предприятисем хута кайнă, вĕсем вуншар миллиард тенкĕлĕх тавар туса кăларнă. Республика монохуласене пулăшу парас енĕпе пурнăçлакан Раççейри пилот проектне хутшăннă. Çĕнĕ Шупашкар тата Улатăр хулисем хăйсен малтанхи аталанăвĕ валли федераци бюджетĕнчен çĕршер миллион тенкĕлĕх пулăшу илнĕ. Регионти пĕтĕмĕшле продукт туса кăларнин шайĕ 2010 çулта 152,5 миллиард тенкĕпе танлашнă пулсан, 2012 çулта 207,5 миллиард тенке çитнĕ. Республикăра пурăнакан кашни çыннăн укçа-тенкĕ тупăшĕ 2012 çулта 13470,4 тенкĕ пулнă, 2011 çултинчен 11,5 процент ỹснĕ. Халăх пурнăçĕ лайăхланни çакăнтан та курăнать: 2010 çулта республикăри кашни 1000 çын пуçне 139 çăмăл автомашина тивнĕ пулсан, 2012 çулта - 150 автомашина. Чăваш Республики Атăлçи федераци округĕнчи регионсем хушшинче машинăсемпе оборудовании туса кăларассипе пĕрремĕш, химии производствипе тăваттăмĕш, апат-çимĕç продукчĕсем туса кăларассипе пиллĕкмĕш вырăн йышăннă. 2012 çулта республикăра ял хуçалăх продукчĕсем туса илнин индексĕн калăпăшĕ 104,1 процентпа танлашнă, ку енĕпе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнчи регионсем хушшинче виççĕмĕш вырăна тухнă. 2013 çул Интерфакс-Эра агенство туса хатĕрленĕ бизнесăн никĕсри тухăçлăхĕн тата яваплăхĕн рейтингĕнче Чăваш Ен Раççейĕпех пĕрремĕш вырăн йышăннă. Асăннă рейтинга тăвакансем палăртнă тăрăх, пирĕн республика бизнесăн эко-энергетика тата технологи тухăçлăхĕпе, тухăçлăх ỹсĕмĕн пысăк хăвăртлăхĕпе тата уçăмлăхĕпе палăрса тăракан регион шутланать. "Пирĕн тĕп тĕллев - халăхăн пурнăç пахалăхне лайăхлатасси", - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Чăваш Республикинче мĕн пур тĕп сферăри ĕç-хĕлех пырса тивекен патшалăхăн 15 программи, 69 çум программа пурнăçланать. Чăваш Ен бюджет тăкакĕсене программа принципĕпе йĕркелекен Раççейри чи лайăх регионсен шутне кĕнĕ. Агропромышленноç комплексĕнче темиçе пысăк программа пурнăçланнă. Чăн малтан, "АККОНД" кондитер фабрикинче производство çитĕнĕвне малалла тăснине, "Етĕрнесĕт" çĕнĕ завод уçăлнине, Вăрнарти типĕ сĕт туса кăларакан заводра производствăна çĕнетнине тата реконструкциленине, Шупашкарта сăра тăвакан "Букет Чувашии" фирмăра производствăна çĕнетнине, Германири "Девелей" компанин "Пахча-çимĕç тирпейлекен тата тĕрлĕ соуспа тутă кĕртмелли хутăшсем туса кăларакан завод" инвестици программине пурнăçланине палăртса хăвармалла. "Юрма" агрохолдинг кайăк-кĕшĕк ашне тарăннăн тирпейлекен завода хута янă. Раççей статистика служби пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енри ĕç тухăçлăхĕн ỹсĕм хăвăртлăхĕ 2010-2013 çулсенче 13,5 процент чухлĕ ỹснĕ (Раççейĕпе - 9,3 процент). 2013 çулта 860 пин тăваткал метр ытла пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкне хута янă. 1000 çын пуçне хута яракан пурăнмалли çурт-йĕр кăтартăвĕ енĕпе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнчи субъектсен йышĕнче виçĕ çул хушши ĕнтĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Демографин ырă туртăмĕсем те палăрнă. Нумай ачаллă çемьесен шучĕ малалла ỹснĕ, вĕсенче виçĕ пине яхăн ача хутшăннă. Чăваш Енре 2013 çулта вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене панă патшалăх пулăшăвĕн калапăшĕ 356 миллион ытла тенкĕпе танлашнă. Пĕчĕк предприятисенче ĕç вырăнĕсен шучĕ 2013 çулта 13,8 процент чухлĕ пысăкланнă тата 123 пин çынпа танлашнă. Вĕсем çулталăкра 190 миллиард тенкĕ чухлĕ продукци тиесе ăсатнă. Республикăра "Ĕçмелли таса шыв" программа малалла пурнăçланнă. 2014 çул мĕнпе асра юлчĕ? 2014 çула Раççейре Культура çулталăкĕ тесе пĕлтернĕччĕ. Çавна май Чăваш Енре культурăпа çыхăннă нумай-нумай мероприятии пулса иртрĕ. Пĕтĕм тĕнчери кино-фестиваль Шупашкарта иртни те - историе кĕрсе юлмалли паллă пулăм. 2014 çул Чăваш Еншĕн Спорт çулталăкĕ пулчĕ тесен пĕрре те йăнăшмăп. Октябрьте Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" спорт форумĕ иртрĕ, унта Раççей Президенчĕ Владимир Путин та килнĕччĕ. Республика экономики малалла аталанчĕ. Промышленноçра, ялхуçалăхĕнче, строительствăра, ытти сферăра производство кăтартăвĕсем 2013 çулхинчен пысăкрах. Строительство материалĕсем, электротехника туса кăларакан çĕнĕ предприятисем хута кайнă. Патшалăх парăмĕсене тавăрса парас тĕлĕшпе те республика çирĕп утăмсем турĕ. Чăваш Республики ĕç ветеранĕн ятне илмелли ĕç стажне 2,5 çул чакарма йышăнни те - çулталăкри чи ырă пулăмсенчен пĕри. Кăçалхи июньтен арçынсем - 42,5 çул, хĕрарăмсем 37,5 çул ĕç стажĕ пулсан "Ĕç ветеранĕ" ята илĕç. Ырă ĕçсем тата та пулĕç-ха. Республика Пуçлăхне йывăр та канăçсăр ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем тума çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунар.

И.САЛАНДАЕВ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика