17 января 2015 г.
Виçĕм çулхипе танлаштарсан, пĕлтĕр районти çулсем çинче авари тăвасси чакнă. Çав вăхăтрах аварире çын вилесси ỹснĕ. Сăмахран, 2013 çулта район территорийĕнче 22 авари пулнине, вĕсенче 1 çын вилнине, 26 çын аманнине шута илнĕччĕ. 2014 çулта 17 аварире 5 çын пурнăçран уйрăлнă, 16 çын суранланнă. Пĕлтĕр ỹсĕр водительсем авари тунă фактсем, вĕсенче çын вилнĕ тĕслĕхсем нумайрах пулнă. 2014 çулта "çуттине" ĕçнĕ хыççăн руль умне ларнă çынсен айăпĕпе пулса иртнĕ 4 аварире 2 çын вилнĕ, 3 çын аманнă. 2013 çулта 3 аварире тăваттăн суранланнине регистрациленĕччĕ (вилнисем пулман). Аварисенче ачасем те инкек кураççĕ. 2014 çулта 4 аварире 4 ача аманнă (2013 çулта 2 аварире - 3 ача). Акă иртнĕ çулхи декабрьте Карапай Шăмăршă урамĕнче çăмăл автомашина ăнсăртран пĕр хĕрачан урине амантнă. Урампа пынă чухне водительсене те, çуран çỹрекенсене те тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Водительсен урамсенче уйрăмах асăрхануллă пулмалла, пысăк хăвăртлăхпа çỹрени инкекпе вĕçленме пултарать. Хĕллехи условисенче, пăрлак çул çинче автомашинăна тỹрех чарса лартма май çуккине кашнийĕнех асра тытмалла. 2014 çулта çул-йĕр правилисене пăснă 1995 водителе тытса чарнă, вĕсенчен 109-шĕ - ỹсĕр водительсем. Çак фактсем тăрăх тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Статьяра пĕрлех январьти профилактика мероприятийĕсем пирки те асăнса хăварас килет. Январĕн 16-17 мĕшĕсенче республикăра, çав шутра пирĕн районта та, "Çуран çỹрекен, çын çул урлă каçмалли вырăн", 22-мĕшĕнче - "Автобус", 30-мĕшĕнче "Чукун çул урлă каçмалли вырăн" профилактика операцийĕсем иртеççĕ. Паллах, çак уйăхра та районта "Ỹсĕр водитель" ятпа рейдсем йĕркелесси те манăçа юлмĕ.
Г.ИВАНОВА,
полици уйрăмĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх службин инспекторĕ.