17 января 2015 г.
Романтика... Пирĕн вăхăтри çамрăксемшĕн çакă питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă: таçта та çитес, тем те курас килетчĕ - чун-чĕре инçе-инçе чĕнетчĕ. Пĕлтĕр çерем çĕрсене уçма пуçланăранпа 60 çул çитрĕ. Çак ĕçе хутшăнма пултарасси пирки шутлама та пултарайман эпĕ. Çĕнĕ Шăмăршăра çуралнăскер вуниккĕрех Мичурин ячĕллĕ колхозра лашапа ĕçлемме тытăннă та, район центрĕнчен ылта аякка тухса курман. Пĕррехинче пĕр класра вĕреннĕ Ю.Измайловпа калаçу пуçартăмăр. - Итле-ха, Геннадий, комсомол путевкипе çерем çĕрсене уçма яраççĕ тенине илтрĕм,- тет юлташăм. - Çак йыша лекме май çук-ши? Çине тăни сая каймарĕ темелле. 1960 çулхи августăн 3-мĕшĕнче районтан 103 çамрăк - 57 йĕкĕтпе 46 хĕр Казах ССРне, Павлодар облаçне тыр-пул пуçтарма тухса кайрăмăр. Пурте - комсомол путевкипе. Çак шутра эпĕ те - вунпиллĕкри ача... Романтика илĕртрĕ ахăр. Вăл вăхăтра çулсем те хальхи пек марччĕ. Канаша пире виçĕ ГАЗ-51 автомашинăпа ăсатрĕç. Çамрăксем - çамрăксем вĕт. Хампа пĕрле хуткупăс илнĕччĕ те, çул тăршшĕпех юрласа пытăмăр. Пурин те кăмăлĕ çĕкленỹллĕ - халĕччен ниçтах та тухса курманскерсем, инçе çĕре каятпăр вĕт. Канашра пире, çерем çĕр уçма каяканскерсене, тавар вакунĕсене вырнаçтарчĕç. Пĕр эрне тăсăлчĕ пирĕн çул. Павлодара килсе çитсен каллех машинăсем çине лартăмăр, ирпе Чапаев ячĕллĕ совхоза килсе çитрĕмĕр. Çăкăр-тăварпа кĕтсе илессе, лайăх условисенче пурăнма пуçласса шанни ахалех пулчĕ. Пирĕн пурăнмалли вырăн - маларах сурăх вити пулнă хуралтă. Совхозăн виççĕмĕш уйрăмĕнчеччĕ вăл. Канма килмен вĕт - çийĕнчех ĕçе пуçăнтăмăр: йĕтем çинче тырă тасататпăр. Хăшĕсемшĕн ытти ĕç тупăнчĕ. Пĕр уйăх иртрĕ çапла. - Сирĕн хушăра трактор хускатса курнисем пур-и? - ыйтрĕç пĕррехинче. Паллах, ахальтен мар - çĕртме сухи те туса хăвармалла вĕт, çитес çулхи тухăç никĕсне хывмалла. - Пур! - терĕм. Çапла майпа вара мана ДТ-54 трактор шанса пачĕç. Юр çăвичченнех сухалама тиврĕ. Ĕç йывăр пулсан та яш-кĕрĕм пуçне усмастчĕ. Халĕ те асрах-ха: каçсерен вăйă картине тăраттăмăр. Ытти халăхсен çамрăкĕсем пирĕн йăларан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетчĕç. Чăваш юрри-такмакĕсем мĕнлерех шăранатчĕç тата! Баян калаканĕ - эпĕ. Çак ăсталăха пурне те паманни лайăх сисĕнетчĕ - тăванла халăхсен çамрăкĕсем те купăс калама чĕнни пĕрре çеç мар пулнă. Мĕнле калас, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă. Украина каччисем - хохолсем - чăваш хĕрĕсем çине ытларах куç хывни те вăрттăнлăх мар. Пĕр йывăрлăх пурччĕ - шыв çук. Ăна кỹрсе килме вунă çухрăм ытла тĕвесемпе каяттăмăр. Малтан пăр пек сивĕ пулнă шыв, вырăна çитиччен, вĕреме кĕменни кăначчĕ. Кунта çанталăк шăрăх тăратчĕ. Тĕве тенĕрен... Ун ашне шăпах çакăнта тутанса куртăмăр - пире урăхла аш паман. Типĕ те хытăччĕ вăл. Ватăсем ăна, мясорубка витĕр кăларман пулсан, çиеймен те пулĕччĕç. Чăнах та, хушăран хир качакин ашĕ те леккелетчĕ. Çав вăхăтрах казахсем янах тăрăх çу юхтарса сурăх какайне çиетчĕç. Тем те пулнă. Шыв ыйтăвĕ пирки асăнтăм-ха. Ирпе пите çуни çеç çителĕклĕ-и вара? Ĕç хыççăн çăвăнас та килет. Мунча вара - çирĕм çухрăмра. Кам ĕлкĕрет - машинăсемпе каятчĕç, юлашкисем комбайн çине тиенеттĕмĕр. Пирĕнпе пĕрле комсомол путевкипе кайнă çамрăксенчен тăххăрĕшĕ комбайнерччĕ. Тĕрлĕ ялсенченччĕ вĕсем, кашнинех СК-3 "уй-хир карапĕ" шанса панăччĕ. Çерем çĕрсене уçма хутшăнни маншăн нихăçан та манăçми, ĕмĕрлĕхе аса кĕрсе юлнă самант. Çамрăклăхăн пĕр тапхăрĕ тенĕ пулăттăм çакна. Пĕрре те ỹкĕнместĕп. Пĕччен йывăç авăнать, хуçăласси те инçех мар. Анчах эпир пĕччен пулман, пирĕншĕн чи хакли пĕрлĕх пулнă. Казахстан çĕрĕнче пĕрле ĕçленĕ çывăх юлташсем манăн çаксемччĕ: М.Малышева (Пăчăрлă Пашьел), В.Филиппов (Васан), С.Купташкина (Карапай Шăмăршă), В.Батырев, Ю.Измайлов (Шăмăршă), Н.Ярхуновпа В.Шамеев (Çĕнĕ Шăмăршă), Е.Поспелов (Виçпỹрт Шăмăршă), В.Харитонов (Энтĕрьел) тата ыттисем те. Пĕрле трактористра тăрăшнă юлташĕсем те асрах. Юлашкинчен çакна çеç каласшăн: çерем çĕрсене уçма хутшăнни мана пурнăçра кайран та сахал мар пулăшрĕ. Купăсран вара халĕ те уйрăлмастăп. Кĕçех 70 çул тултаратăп пулин те - чун çавах çамрăк.
Г.СТЕПАНОВ,
Шăмăршă ялĕ.