17 января 2015 г.
![Халăхра хисеплĕ Халăхра хисеплĕ](../UserFiles/news/20150121/img_6958_Preview.jpg)
Шăмăршăри Л.Никитина санитарипе эпидемиологи службинче пĕр улшăнми 40 çул ытла вăй хурать. Канашри медицина училищине пĕтернĕскер, 1972 çултанпах тỹрĕ кăмăлпа ĕçлет Лидия Максимовна çак яваплă отрасльте. Врач-эпидемиолога пулăшаканĕн тивĕçне çулран-çул тỹрĕ кăмăлпа тата професси ăсталăхĕпе пурнăçланăшăн тĕрлĕ çулсенче ăна "РФ санэпидслужбин отличникĕ" паллăпа, РФ Сывлăх сыхлавĕн ĕçченĕсен профсоюзĕн Тĕп комитечĕн, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин, ЧР Санитарипе эпидемиологи службин, район администрацийĕн Хисеп грамотисемпе, ЧР Президенчĕн Тав хучĕпе наградăланă. Пархатарлă ĕçшĕн "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Ытти специалистсемпе пĕрле Л.Никитина ерекен чирсем халăх хушшинче ан сарăлччăр тесе нумай тăрăшать. "Пирĕн сывлăх çирĕплĕхĕ тирпейлĕхпе тасалăх йĕркисене кирлĕ пек пурнăçланинчен те нумай килет", - тет Лидия Максимовна. Обществăлла ĕçсенче те хастар санитарипе эпидемиологи врачĕн пулăшуçи. 30 çул ытла районти сывлăх сыхлавĕн сферинчи профсоюз комитечĕн казначейĕ пулнă Лидия Максимовна. Суйлав компанийĕсем вăхăтĕнче вара нумай хутчен комисси секретарĕн тивĕçне пурнăçланă. Икĕ хутчен ăна халăх Шăмăршă ял Совечĕн депутачĕ пулма шаннă. Л.Никитина яланах спортпа туслă пурăнать. Тĕрлĕ çулсенче вăл йĕлтĕрпе чупассипе хĕрарăмсем хушшинче район тата республика чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе, чылай çул район больницин васкавлă пулăшу уйрăмĕн фельдшерĕнче тăрăшнă, шахмăтла выляссипе нумай хутчен район чемпионĕ пулнă Геннадий Матвеевичпа (шел, 2013 çулта вăл пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ) 2 ывăл ỹстерсе çитĕнтернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Андрей, аслă пĕлỹ илнĕскер, Чăваш теле-радио компанийĕнче тĕп инженерта вăй хурать. Максим, Мускаври пограничнăй çар институтне пĕтернĕренпе Раççей çар службинче тăрать, подполковник. Вĕсем иккĕшĕ те - çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Нумаях пулмасть Л.Никитина хăйĕн черетлĕ юбилейне палăртрĕ. Чаплă юбилей ячĕпе Лидия Максимовнăна ывăлĕсемпе кинĕсем, 4 мăнукĕ, тăванĕсем, ĕçтешĕсем пĕтĕм чун-чĕререн тухакан сăмахсемпе ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç.
И.АНАНЬЕВ.