17 января 2015 г.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2015 çула Литература çулĕ тесе пĕлтернине Чăваш Енре, çав шутра хамăрăн Шăмăршă тăрăхĕнче те ырласа йышăнчĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев августăн 4-мĕшĕнче 110-мĕш указа алă пусса 2015 çула чăваш литературине никĕслекенĕн, тăван литературăн чи çутă çăлтăрĕн К.В.Ивановăн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Пирĕн тĕнчипех паллă классикăмăр çуралнăранпа кăçал 125 çул çитет. Вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕн юбилейне паллă тума хатĕрленсе, республикăра ятарласах йĕркелỹ комитечĕ туса хунă тата ĕç планне çирĕплетнĕ. Комитетăн пĕрремĕш ларăвĕ пĕлтĕрхи декабрĕн 29-мĕшĕнче иртнĕ, ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникации хатĕрĕсен министрĕ Александр Иванов ертсе пынă. Литература çулталăкĕ хамăрăн Шăмăршă районĕнче те юбилейсемпе паллă. Тăван литература классикĕ, Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ çуралнăранпа майăн 19-мĕшĕнче 100 çул, поэт-патриот, Сталинград паттăрĕ Владимир Бараев-Сĕркке çуралнăранпа декабрĕн 5-мĕшĕнче 105 çул, чăвашсен паллă писателĕ тата драматургĕ, Пуканесен театрне йĕркелекенĕ, Чăваш радион чăн малтанхи дикторĕ Çтаппан Лашман çуралнăранпа августăн 6-мĕшĕнче 120 çул çитет. Эпир Илпекпе те, Бараевпа та, Лашманпа та тивĕçлипе мухтанатпăр, вĕсем тăван литературăна аталантарассишĕн вышкайсăр пысăк вăй хунине ăнланатпăр. Çапла, çыравçă ентешĕмĕрсем пурте - паллă çынсем, çавăнпа та вĕсен юбилейĕсене те асра юлмалла лайăх ирттересчĕ. Районти культура учрежденийĕсемпе шкулсенче литература вулавĕсем, тĕл пулусем, выставкăсемпе уявсем ирттерсен питех те ырă ĕç туни пулĕччĕ. Шел те, халлĕхе юбилейсене хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе районта йĕркелỹ комитетне те туса хураймарăмăр-ха. Илпек Микулайĕпе Владимир Бараев-Сĕркке çуралнă Виçпỹрт Шăмăршăра та, Çтаппан Лашманăн тăван ялĕнче Патирекре те хускану сисĕнмест. Пирĕн шутпа йĕркелỹ ĕçне, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем ертсе пынипе, культура учрежденийĕсемпе шкулсенче вăй хуракансен çанăсене тавăрсах пуçăнмалла. Ĕçĕмĕр вара çав тери нумай. Халлĕхе Илпек Микулайне те, Владимир Бараев-Сĕрккене те, Çтаппан Лашмана та ас тăвакансем пур-ха. Вĕсемпе тĕл пулса калаçасчĕ, аса илĕвĕсене çырса илесчĕ, юбилей каçне килме йыхравласчĕ. Библиотекăсенче паллă ентешĕмĕрсен кĕнекисене пуçтарса выставкăсем йĕркелесчĕ. "Шăрттана хăна килсен тин пĕçермеççĕ", - тенĕ ĕлĕкхи ватăсем. Васкаса тунă ĕçĕн пахалăхĕ те çук. Çавăнпа та юбилейсене хатĕрленес ĕçе паян-ыранах пуçăнасчĕ. Литература çулталăкĕ чăннипех те усăллă ирттĕрччĕ, çамрăк ăрăва ăс-тăнпа нравственноç тĕлĕшĕнчен воспитани парас ĕçре витĕмлĕ вăй пултăрччĕ.
И.САЛАНДАЕВ.