Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр машинăпа пĕр лашаччĕ…

21 января 2015 г.

Пĕр машинăпа пĕр лашаччĕ…

Аслă ăру çыннисем Шăмăршă районне пĕтерсе пĕрлехи Патăрьел районне туса хунине лайăх астăваççĕ-ха. Районсене пĕрлештернин усси нимĕн чухлĕ те пулман, çавăнпа та 1965 çул пуçламăшĕнче çĕнĕрен Шăмăршă районне чĕртсе тăратасси çинчен Указ йышăннине пурте чунтан савăнса кĕтсе илнĕ. Пĕтĕм пурлăха Патăрьелне куçарса кайнипе, Шăмăршă тăрăхĕ çине пурте алă сулнипе района çĕнĕрен йĕркелеме çав тери йывăр пулнă. Райĕçтăвком пуçлăхĕ Ф.А.Мулюков, пуçлăх çумĕ Н.П.Харькова, социаллă тивĕçтерỹ пайĕн пуçлăхĕ Т.П.Григорьев, культура пайĕн пуçлăхĕ Г.Д.Попова, район больницин тĕп врачĕ А.П.Жихарев, ялхуçалăх управленийĕн ертỹçи В.Е.Егоров, райпромкомбинат директорĕ М.А.Кожевников, Н.Ф.Тимофеев архитектор, райплан ертỹçи А.В.Ильичев, граждан оборони пайĕн пуçлăхĕ Ю.Н.Скрипин, ЦСУ ертỹçи В.К.Волков, ĕçе вырнаçтаракан пай (оргнабор) ертỹçи М.Т.Абсалямов тата ыттисем чунтан хавхаланса тăрăшнипе йывăрлăхсене çĕнтерсе пынă. Парти райкомне Н.В.Космовский, комсомол райкомне А.Игнатьев, çар комиссариатне И.И.Белявский ертсе пычĕç. Районта 11 ял Совечĕ йĕркеленĕччĕ, вĕсенче пултаруллă çынсем вăй хунă. Н.Ф.Никоноров (Шăмăршă), Е.И.Бочурина (Палтиел), К.Х.Тухфетов (Баскак), М.С.Алексеев (Пуянкасси) тата ыттисем çирĕплетнĕ план-задание пурнăçлассишĕн пысăк вăй хунă. Шупашкара ĕçпе кайма та автотранспорт пулман, çулсем те япăхнăччĕ. Юрать-ха, самолет вĕçетчĕ. Райĕçтăвком кантурĕ пĕр хутлă кивĕ шкул çуртĕнче вырнаçнăччĕ. Ăна вутăпа хутса ăшăтнă. Патăрьелĕнчен уйрăлса килнĕ чух пире нимĕнле сĕтел-пукан та парса ямарĕç. Пĕр кивĕ кăна "Волга" автомашина тата ватă лаша пурччĕ. Кашни утăмрах çĕмĕрĕлсе тарăхтаракан автомашинăна А.В.Исаев водитель вăрçа-вăрçа юсатчĕ. Районти çутĕç пайне ертсе пынă А.А.Андреевана, райĕçтăвком секретарьне Е.П.Воронцована, архив пайĕн пуçлăхне А.В.Корчагинана, ЗАГС пайĕн пуçлăхне Г.С.Шипунована тата ыттисене халăх хисеплетчĕ. Вĕсем чăннипех те район патриочĕсем пулнă. Района электрификацилес ĕçсем анлă сарăлчĕç, хăпартнă çулсем тума тытăнтăмăр. Коммуналлă çуртсене, учрежденисене çĕр кăмрăкĕпе хутса ăшăтасси çине куçрăмăр. Колхозсем çĕнĕ техника туянма тытăнчĕç, республикăри канашлусенче те Шăмăршă районне ырăпа асăнма пуçларĕç.

В.КУЗЬМИН,

пенсионер, район йĕркеленнĕ çулсенче райĕçтăвкомăн аслă инструкторĕнче ĕçленĕскер. Шăмăршă ялĕ.

Ỹкерчĕкре: тĕрлĕ çулсенче райĕçтăвкома тата унăн пайĕсене ертсе пынă, райĕçтăвкомра ĕçленĕ çынсен ушкăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика