21 января 2015 г.
Чăваш республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулхи августра Указпа çирĕплетсех 2015 çула чăваш литературин классикĕн Константин Васильевич Ивановăн çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Раççей почтин регионти филиалĕ тата Чăваш Республикин Культура министерстви К.В.Иванов поэт произведенийĕсем тăрăх почта открытки валли чи лайăх ỹкерчĕк хатĕрлес енĕпе конкурс ирттересси çинчен пĕлтереççĕ. "Константин Иванов тĕнчи" ятпа йĕркелекен çак конкурсăн условийĕсене учредительсен сайчĕсенче (www.post21.ru, www.chnmuseum.ru) вуласа пĕлме пулать. Конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн, чи лайăх ỹкерчĕксене суйласа илсе, почтăн маркăсăр открыткисен ярăмне пичетлесе кăлараççĕ. Чаплă поэта халалланă илемлĕ открыткăсем пĕтĕм тĕнче тăрăх саланĕç. Тăван литературăн чи çутă çăлтăрне Константин Иванова халалланă çак проекта художниксем, талантлă çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса Шăмăршă районĕнчен те ỹкерчĕксем тăратасса кĕтетпĕр.
О.ИВАНОВА,
Раççей почтин регионти филиалĕн обществăлла çыхăнусен пайĕн ертỹçи.