Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ çинче

21 января 2015 г.

Йĕлтĕр йĕрĕ çинче

Январĕн 17-мĕшĕнче Шăмăршă çумĕнчи илемлĕ хыр вăрманĕнче чăннипех те спорт уявĕ пулчĕ. 120 ытла спортсмен йĕлтĕр çине тăрса "Туслăх" спорт шкулĕн парнисемшĕн кĕрешрĕ. Хамăр районти йĕлтĕрçĕсемсĕр пуçне кỹршĕллĕ Тутарстанри Çĕпрел районĕн тата Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн командисем те килнĕччĕ. Çивĕч тупăшура, 2003 çулта çуралнă е çамрăкрах арçын ачасен ăмăртăвĕнче, 1,5 километра чупса Шăмăршăри вăтам шкулти Данис Гадиевпа Вадим Егоров пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене, Çĕпрел районĕнчи Константин Спиридонов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Хĕрачасем хушшинче малти вырăна Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕнчи люда Никитина тухрĕ. Пуянкасси шкулĕнчи Зоя Тимошкинапа Шăмăршăри вăтам шкулти Валерия Иванова - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта. 2001-2002 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕрачасем 2 километра чупса тухрĕç. Кирилл Степанов (Карапай Шăмăршă), Павел Дергунов (Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Упи), Даниил Павлов (Шăмăршă), хĕрачасем хушшинче Виктория Павлова (Карапай Шăмăршă), Яна Угасина (Анат Чаткас) малти вырăнсене пайларĕç. 1999-2000 çулсенче çуралнисем 3 километра чупрĕç. Малтисен йышĕнче - Денис Ермолаев (Карапай Шăмăршă), Владимир Алексеев (Шăмăршă), Артем Денисов (Карапай Шăмăршă), Михаил Ефимов (Шăмăршă). Хĕрачасем хушшинче Ирина Егорова (Шăмăршă), Рамиля Бахитова (Анат Чаткас) тата Лидия Еремеева (Анат Чаткас) чи маттуррисем пулчĕç. 1997-1998 çулсенче çуралнă арçын ачасем 5 километра чупрĕç. Пĕрремĕш вырăна Евгений Карпов (Карапай Шăмăршă), иккĕмĕш вырăна Алексей Сергеев, виççĕмĕш вырăна Роман Ермолаев (Шăмăршă) тухрĕç. Хĕрачасем 3 километра чупса ăмăртрĕç. Кунта Вера Удина (Шăмăршă) пурне те хыçала хăварчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшĕ - Дарья Ермолаевапа Алена Ларионова (Карапай Шăмăршă). Çĕнтерỹçĕсене медальсемпе тата Грамотăсемпе чысларĕç.

М.ЯКОВЛЕВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика