Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотикпе вилĕм - пĕр тăвансем…

21 января 2015 г.

Наркомани сăмах грек чĕлхинчен куçарсан "ухмахланни, тĕлленни, иленни" тенине пĕлтерет. Наркомани вăл - наркотик хатĕрĕсемпе усă курнипе питĕ хăвăрт аталанакан хăрушă чир. Çын наркотик хатĕрĕпе пĕртен-пĕрре усă курсан та унăн тыткăнне çакланма пултарать. ООН Генеральнăй Ассамблейи пĕлтернĕ тăрăх, тĕнчере наркотик хатĕрĕсен питĕ пысăк пайĕ Афганистан урлă сарăлать. Çак çĕршывра опий мăкăнĕ çитĕнтереççĕ. Колумбире, Перура тата Боливире коки культури акса тăваççĕ. Раççейре героинпа усă курнă тĕслĕхсем нумайланни обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Официаллă статистика тăрăх, çĕршывра наркомансен хисепĕ 2 миллионран та иртнĕ. Наркотиксемпе усă курнине контроллесе тăракан Федераци службин кăтартăвĕсем тăрăх, кашни кунах Раççейре наркотиксемпе наркăмăшланса вăтамран 80 çын вилет, 250 çын ытла наркотиксен тыткăнне çакланать. Право йĕркине сыхлакан органсем кашни талăкрах 10 килограмм ытла героин туртса илеççĕ, çакă 2 миллион çынна наркотикпе усă курасран хăтарать. Наркомансен питĕ пысăк пайĕ - çамрăксем. Наркотиксен тыткăнне çакланнăскерсем, вĕсем çап-çамрăклах йывăр асапланса вилеççĕ. Наркотикпе вилĕм - пĕр тăвансем, çакна пурин те ăнланса илмелле. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, спортпа интересленни çамрăксене телейлĕ тăвĕччĕ. Спорт вăл - çирĕп сывлăх çăлкуçĕ, сăн-пите те, чуна та илем кỹрекен асамлă хăват.

А.МОЛОСТВОВ, врач-невролог.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика