24 января 2015 г.
"Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн юратакан учитель умĕнче пирĕн çĕре çити тайăлса пуç таймалла" (Л.Н.Толстой). Çулĕсем чылай пулин те яштака та илемлĕ, сăнпа çамрăккăн курăнакан çынсем çине эпĕ ăмсанса пăхатăп. Паллах, ырă сунса. Ĕмĕр тăршшĕнче хурапа шурра нумай курнă, апла пулин те йывăрлăхсене парăнмасăр пурнăçа юратакан çынсем маншăн чи лайăх тĕслĕх пулса тăраççĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри - манăн тахçанхи юлташăм, хăйĕн пĕтĕм пурнăçне çамрăк ăрăва вĕрентсе тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе халалланă Геннадий Филиппович Афанасьев. Ашшĕ те педагог пулнăран, Геннадий шкулта вĕреннĕ чухнех учитель профессине килĕштернĕ. Филипп Афанасьевич - Анат Чаткасри çичĕ çул вĕренмелли шкулăн пĕрремĕш директорĕ, Ленин орденĕн кавалерĕ. Районти çутĕç пайĕн заведующийĕн йывăр лавне те туртса курнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, икĕ хутчен йывăр аманнă. Филипп Афанасьевич хăйсен ялĕнче çеç мар, районта та чи хисеплĕ çынсенчен пĕри пулнă. "Ял-йыш аттене чи тĕрĕс пурăнакан çын тесе шутлатчĕ, - аса илет паян Геннадий Филиппович. - Мĕнле те пулин пысăк ĕç тумалла пулсан та унран канаш ыйтатчĕç. Атте халăха хавхалантарма, колхоз ĕçне хутшăнмашкăн кар тăрса çĕклеме пĕлетчĕ. Шкулти ĕçне чунтан тăрăшса туса пынипех ял пурнăçне те хастар хутшăнатчĕ. Пире - хăйĕн ачисене - Тăван çĕршыва тата халăхăмăра юратма вĕрентсе ỹстерчĕ". Вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн, Геннадий Афанасьев Семипалатинск хулинчи (Казахстан) пединститутăн историпе филологи факультетне вĕренме кĕрет. Студент çулĕсенче наукăпа тĕпчев ĕçне хастар хутшăнать, чи лайăх вĕренекенсен шутĕнче тăрать. Спортра та пысăк çитĕнỹсем тăвать чăваш каччи, çакна Геннадий Филипповичăн килти архивĕнче упранакан Грамотăсем те лайăх çирĕплетеççĕ. Вăл 1958 çулта Ленинградра пулса иртнĕ студентсен Пĕтĕм Союзри спорт вăййисенче Казахстан чысне хỹтĕленĕ. 100, 200, 400 метра чупассипе 5 çул хушши хула тата облаç чемпионĕ пулнă. Институт хыççăн Г.Афанасьева Тутарстанри Çĕпрел районне ĕçлеме яраççĕ. Кивĕ Çĕпрелĕнчи вăтам шкул ачисене истори вĕрентме пуçлать. Нумай та вăхăт иртмест, çамрăк учителе Хурăнвар Шăхалĕнчи вăтам шкула куçараççĕ. Кунта истори предметне вĕрентекен специалист пачах та пулман. Тăрăшса, хавхаланса ĕçленĕ Геннадий Филиппович. Çакна çутĕç пайĕнче те асăрхаççĕ: çамрăк учителе директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, 1967 çулта вара Аслă Аксури вăтам шкул директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Г.Афанасьев йывăр та канăçсăр ĕçе пысăк хавхаланупа, яваплăха çирĕп туйса пуçăннă. Шкулăн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетессишĕн нумай тăрăшнă. Районта пуринчен малтан хутса ăшăтмалли çĕнĕ система туса ĕçе янă, икĕ пỹлĕмлĕ интерната тăватă пỹлĕмлĕ тунă, çамрăк учительсем валли çурт-хваттер çĕкленĕ, тепĕр çурт валли строительство материалĕсем хатĕрленĕ. Çак мĕнпур ĕçе хуçалăх меслечĕпе, учительсене тата аслă классенче вĕренекенсене хутшăнтарса пурнăçланă. Шкул çумĕнчи сăнав участокĕ те районта чи лайăххисенчен пĕри пулнă. Р.А.Афанасьева учительница ертсе пынипе, вĕренекенсем шкул столовăйĕ валли кирлĕ чухлĕ пахча-çимĕç çитĕнтернĕ, сăнав ĕçĕсем йĕркеленĕ. Ĕмĕтсем тата та пысăк пулнă, анчах 1972 çулта Геннадий Филипповича ирĕксĕрлесе тенĕ пекех Хурăнвар Шăхалĕнчи вăтам шкул директорĕ пулма куçарнă. Шкул çурчĕ кивелсе çитнĕ, хуралтăсем юхăннă, пурăнмалли вырăн çуккипе учительсем тытăнса тăман, педколлектив вăйсăр пулнă. Нумайăшĕ вăтам пĕлỹ илнĕскерсем çеç, паян тесен паян 11 учитель-специалист кирлĕ... Геннадий Филиппович çĕнĕ вырăнта та ăшăтакан система тунинчен пуçланă. Ку ĕçре ăна шкулта пĕр класра вĕреннĕ юлташĕ, Пенза хулинчи "Волгопроммонтаж" предприяти управляющийĕ Василий Чернов нумай пулăшнă. 1973 çулхи çу кунĕсенче шкулăн виçĕ корпусне тата ялти клуба ăшăтакан система кĕртме вăй çитернĕ. Шкулта ĕçлекенсен вăйĕпе котельнăй туса лартнă. Патирекри "Искра" колхоз правленийĕпе килĕшсе татăлса, шкул валли груз турттаракан автомашина туяннă. Çак автомашинăпа строительство материалĕсем турттарнă, вăрман кăларнă. Çапла майлаштарса интернатăн çывăрмалли 4 корпусне çĕкленĕ, кухня, столовăй тата прачечнăй тума пултарнă. Каллех хуçалăх меслечĕпе ĕçлеме тивнĕ. Учительсем валли икĕ хваттерлĕ çурт тума проектпа смета докуменчĕсем хатĕрленĕ тата строительство ыйтăвĕсене татса панă. Лайăх кадрсем пур çĕрте те кирлĕ çав. 1975 çулта Г.Афанасьева тăван Шăмăршă районне чĕнсе илеççĕ, çутĕç пайĕн заведующийĕ пулма шанаççĕ. Ас тăватăп-ха, çак çулсенче районта типлă проектпа шкул çурчĕсем тата учительсем валли хваттерсем тăвасси анлă сарăлнăччĕ. Пăчăрлă Пашьелĕнче, Патирекре, Шăмăршăра, Пуянкассинче, Вырăс Чукалĕнче, Палтиелĕнче хулари пек илемлĕ шкул çурчĕсем, Пуянкассинче, Виçпỹрт Шăмăршăра, Кивĕ Чукалта, Анат Чаткасра учительсем валли хваттерсем çĕкленчĕç. Район ертỹçисемпе пĕрлех, çутĕç пайĕн пуçлăхĕ те строительство ĕçĕсемшĕн яваплă пулнă. 1981 çулта Геннадий Филипповича Карапай Шăмăршăри вăтам шкул директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Ахальтен мар, паллах. Шкул çурчĕсем вуçех кивелсе çитнĕ пулнă, республикăран килнĕ комисси "авариллĕ лару-тăру" тесе хакланă. Строительство ĕçĕсене лайăх ăнланакан директор кирлĕ пулнă. Ĕçе хĕрỹ пуçăннă, малтанхи çулах учительсем валли икĕ хваттерлĕ çурт туса лартнă. Проект хатĕрлесе, икĕ хваттерлĕ тепĕр çуртпа мунча çĕклеме те вăй çитернĕ. Икĕ çул хушшинче учительсен 4 çемйине хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Чи пысăк ĕç - шкулăн икĕ хутлă çурчĕ валли проектпа смета докуменчĕсем хатĕрлени. Хĕл кунĕсенче строительство материалĕсем турттарнă. Çак йывăр ĕçре Киров ячĕллĕ колхоз председателĕ А.В.Порфирьев пысăк пулăшу панине асăнса хăвармалла. Çапах та Геннадий Филипповича çĕнĕ шкулта ĕçлеме тỹр килмен: парти райкомĕн хушăвĕпе ăна Анат Чаткас шкулне ĕçлеме куçараççĕ. Каллех шкул тумалла: 464 вырăнлă шкул çурчĕ валли документсем хатĕрлесе пĕтернĕ. Çĕнĕ директор çаннисене тавăрсах пысăк стройкăна пуçăнать. "Восход" колхоз пулăшнипе, виçĕ çул хушшинче шкула туса пĕтереççĕ. Колхоз председателĕ М.Н.Ухваркин кунĕн-çĕрĕн строительствăшăн çуннă тесен пĕрре те йăнăшмăп. Председателĕн те, шкул директорĕн те ытти ĕçсем тем чухлех пулнă пулин те, çĕнĕ стройкăна хăвăртрах вĕçлессишĕн сывлăхĕсене хĕрхенмен. Шкула çĕнĕ сĕтел-пуканпа, техника тата вĕренỹ хатĕрĕсемпе, станоксемпе, спорт инвентарĕпе, телевизорсемпе, пыра-киле вара компьютерсемпе те тивĕçтернĕ. Хулари пек илемлĕ те хăтлă шкулта вĕренме тата тухăçлă ĕçлеме пур условисем те туса панă. Анат Чаткас шкулĕнче вĕрентỹпе воспитани ĕçне çỹллĕ шайра туса пынă, спорта аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. Вĕрентỹ ĕçĕнчи малта пыракан опыта хăюллăн пурнăçа кĕртнĕ. Ачасене ĕçе юратма хăнăхтарасси те тĕп тимлĕхре пулнă. Çарпа патриотизм воспитанийĕн ĕçĕпе районĕпех палăрнă. Геннадий Филиппович ăçта кăна тăрăшсан та общество ĕçне хастар хутшăннă. Пропагандист, агитколлектив ертỹçи, комсомол тата парти организацийĕсен секретарĕ, ял Совет председателĕн çумĕ, юлташла суд председателĕ, участокри суйлав комиссийĕн председателĕ, район тата ял Совечĕсен депутачĕ пулнă. Тăватă çула яхăн Раççей Патшалăх Думин депутачĕн В.А.Агафоновăн пулăшуçинче тăрăшнă, районти суйлавçăсен ыйтăвĕсене татса парассишĕн нумай вăй хунă. Мăшăрĕпе Роза Александровнăпа (шел, йывăр чире пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă) пилĕк ача çуратса ỹстернĕ. Роза Александровнăна юратнă мăшăрĕ яланах ырăпа кăна аса илет. Шкулта ĕçленĕ чухне Р.Афанасьева учительницăна тăван коллектив та, ачасем те питĕ хисепленĕ. Хастар ĕçшĕн ăна Тутар тата Чăваш Республикисенчи вĕрентỹ министерствисен Хисеп грамотисемпе наградăланă. Геннадий Филиппович хăй те "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ята тивĕçнĕ, ăна В.И.Ленин 100 çул тултарнă ятпа кăларнă медальпе тата "Ĕç ветеранĕ" медальпе чысланă. Хисеп грамотисем те нумай. Хальхи вăхăтра Афанасьевсен ачисем З.П.Рубцовăпа туслă. Зоя Петровна - çемье "вучахне" тирпейлĕ тытса пыракан ырă кăмăллă хĕрарăм. 43 çул хушши ачасене вĕрентнĕ хисеплĕ ветеран вăл. Ăна "Учитель-методист" ят панă, В.И.Ленин 100 çул тултарнă ятпа кăларнă медальпе тата "Ĕç ветеранĕ" медальпе, Хисеп грамотисемпе наградăланă. Январĕн 23-мĕшĕнче Геннадий Филиппович Афанасьев 80 çул тултарчĕ. Ун çине пăхсан, çирĕп шăм-шакĕпе патвар уттине сăнасан, никам та ăна çак çула çитнĕ темест. Çамрăк чухнехи пекех ăшă кăмăллă, çынна ырă сунса калаçакан интеллигентлă арçын вăл. Ял-йыш хисепĕ уншăн - чи хакли. Хăй вĕрентнĕ ачасем паян пысăк вырăнта ĕçленишĕн, ялта вăй хуракансем те ĕçчен те ырă чунлă пулнишĕн чĕререн савăнать ветеран. Эппин, ĕмĕр тăршшĕпе халăха вĕрентессишĕн тăрăшни сая кайман, ашшĕн пехилне тỹрре кăларнă.
И.САЛАНДАЕВ. Анат Чаткас ялĕ.