Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ

31 января 2015 г.

 Январĕн 29-мĕшĕнче район администрацийĕн çуртĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ 34-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Ларăва председатель пулса район пуçлăхĕ М.Хамдеев ертсе пынă. Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ ыйту тăрăх муниципал харпăрлăхне сутса 2014 çулта Шăмăршă районĕн бюджетне кĕнĕ тупăшсем çинчен район администрацийĕн экономика пайĕн пуçлăхĕ Э.Жамкова пĕлтернине шута илнĕ. Çак тупăш 634 пин тенкĕпе танлашать. Лару Шăмăршă район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕн Шăмăршă районĕн 2015 çулхи тата планпа пăхнă 2016-2017 çулсенчи бюджечĕ çинчен йышăнăвне хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Депутатсем умĕнче Шăмăршă районĕн контрольпе шутлав органĕн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çак орган председателĕ Г.Сагдеева отчет туса панă. Ларура полицин Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ С.Агеев 2014 çулти ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Депутатсем сỹтсе явнă ыйтусем тăрăх тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Фадеев хутшăннă, умри задачăсене çивĕчлетсе сăмах тухса каланă. 

В.ДМИТРИЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика