Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Кĕнекеçĕсем çыраççĕ чăвашсен кунне-çулне…"

31 января 2015 г.

Январĕн 23-мĕшĕнче Шупашкарта, Оперăпа балет театрĕнче Раççейре - Литература, Чăваш Республикинче Константин Иванов çулталăкне уçнă май кĕнекене юратмалли, калем ăстисен ĕçне хисеплемелли çинчен калаçрĕç. Тĕнчипе палăрнă çыравçăсемпе сăвăçсен ĕçĕсене сцена çине кăларни хăпартлантарчĕ. Çакă - пирĕн чăн пуянлăх. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче ăс-хакăл, чун вăйĕ нимрен хаклине палăртрĕ. Халăхпа пуçланă пĕтĕмĕшле ĕçе кашни çын хăйĕн тỹпине хывсан тин кăçалхи çул хăйне евĕрлĕ те интереслĕ иртесси çинче чарăнса тăчĕ вăл. Чăнах, кĕнеке вулама юратаканăн тавракурăмĕ анлă. Халăха хăйĕн культурине, йăли-йĕркине пур енлĕн кăтартмашкăн тивĕçлĕ условисем туса панине аса илтерчĕ Михаил Васильевич. Ача садĕнчи шăпăрлансем те наци çи-пуçĕн пĕлтерĕшне ăнланни савăнтарать ăна. Çĕнĕ технологисем вăй илнĕ тапхăрта кĕнеке чи сумлă вырăнта пулмаллине çирĕплетсе каларĕ республика Пуçлăхĕ. Пурне те ытларах вулама сĕнчĕ вăл. Хальхи ăру хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнласса ĕненнине палăртрĕ. Чăваш халăх поэчĕсем Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер, Валерии Туркай хăйсен сăввисемпе паллаштарчĕç. Литература сĕтелĕ хушшинче вуланă йĕркесем ытла та сăнарлă илтĕнчĕç. Пирĕн республикăра патшалăхăн 3 библиотекинче, муниципалитетăн 535 вулавăшĕнче 9 миллион ытла кĕнеке упранать. Вулакансен йышне пысăклатас тĕллевпе библиотекарьсем тĕрлĕ конкурс, тĕлпулу йĕркелеççĕ, хăйсен сайчĕсене çĕнĕ хыпарсемпе пуянлатаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика