31 января 2015 г.
![Илпек, Бараев, Лашман… Эпир сире манман! Илпек, Бараев, Лашман… Эпир сире манман!](../UserFiles/news/20150203/lashman_Preview.jpg)
Культурăран Литература çулталăкне куçрăмăр. РФ Президенчĕн В.Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи çул Литература çулталăкĕ шутланать. Чăваш Енре вара К.В.Иванов çулĕ тесе палăртнă. Ăна вилĕмсĕр поэма авторĕ 125 çул тултарнине халалланă. Кĕçнерникун - январĕн 29-мĕшĕнче - пирĕн районта та чаплă лару-тăрура Литературăпа К.В.Иванов çулталăкне уçрĕç. ... Районти культура аталанăвĕн центрĕнчи фойене пысăк уяври пек илемлетнĕ-капăрлатнă. Районти туслă халăхсен юрри-кĕвви янăрать. Чăн малтан куçа курăнаканни - кĕнеке выставки. Вырăс тата чăваш классикĕсен произведенийĕсемпе пĕрлех хамăрăн мухтавлă ентешсен - Чăваш халăх писателĕн Илпек Микулайĕн, Владимир Бараев-Сĕркке поэтпа Çтаппан Лашман çыравçăн хайлавĕсем те паллă вырăн йышăнаççĕ. Кунтах - Шăмăршă тăрăхĕнче çунатланса вăй илнĕ çамрăк талантсен кĕнекисем. Литература уявне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкулсенчи чăваш чĕлхипе литератури учителĕсем, илемлĕ пултарулăх коллективĕсемпе культура ĕçченĕсем, таврапĕлỹçĕсем, шкул ачисем, сăвă-калав çыракансем пуçтарăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев сăмах илсе пурне те Литература çулĕпе К.В.Иванов çулталăкĕ пуçланнă ятпа чĕререн саламларĕ. "Пирĕн районшăн çак çулталăк уйрăмах паллă, - терĕ Валерий Петрович. - Эпир кăçал хамăрăн чаплă ентешсен - Илпекпе Лашманăн тата Бараев-Сĕрккен юбилейĕсене те паллă тăватпăр. Паянхи тĕп тĕллев - халăха литературăпа туслаштарасси. Кĕнеке вулакансене каялла тавăрасси. Этем чунри пуянлăха ытларах кĕнекерен илет. Чăвашăн çĕр пин сăмахĕпе кăçал чăваш çыравçисем тата та чаплă кĕнекесем çырасса кĕтетпĕр". Уявра чăваш чĕлхи учителĕсем - Зоя Головинская, Зинаида Свеклова, Людмила Семенова - çăлкуç пек шăнкăртатса юхакан илемлĕ сăмахсем каласа Литературăпа К.В.Иванов çулĕн тĕллевĕпе паллаштарчĕç. Виççĕшĕ те сăвă çырнăран, вĕсем тăван литература пуласлăхĕшĕн чăннипех те çунни тỹрех палăрать. Ялсенчи илемлĕ пултарулăх коллективĕсем, В.Рябов, Е.Воронцова тата ытти юрăçсем уяв чапĕпе пĕлтерĕшне тата та ỹстерчĕç. Уява хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе культура ĕçченĕсемпе библиотекарьсем уйрăмах пысăк вăй хунине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - социаллă аталану пайĕн ертỹçи Владимир Петьков. Уяв чăннипех те усăллă, асра юлмалла иртрĕ. Литература çулталăкĕнче ытти мероприятисем те пулĕç-ха. Кĕнеке - чун апачĕ, литература шухăш-туйăма аталантарать, пурăнма вĕрентет. Поэт калашле: "Сывă пултăр литература, вăл пирĕн чун-чĕрешĕн Турă!"
Купăс ИВАНĔ.