31 января 2015 г.
![55 çул - пĕрле 55 çул - пĕрле](../UserFiles/news/20150203/kuznecovi_55_sovmestnoj_zhizni_Preview.jpg)
Кахăрлă Шăхалĕнчи Николай Ивановичпа Нина Васильевна Кузнецовсем пĕр çемьене пĕрлешнĕренпе 55 çул çитрĕ. 1960 çулхи январь уйăхĕ вĕсемшĕн ĕмĕрлĕхех асра юлнă - пĕр-пĕрне килĕштерекен çамрăксем ĕмĕрлĕхех юратнине саккунла майпа çырăнса çирĕплетнĕ. Тупăштарса, вăй çитерсе çамрăк мăшăр çĕнĕ пỹрт тунă. Килĕшỹллĕ çемье кил-çурчĕ ача-пăча сассипе илемленнĕ. Пĕр-пĕрне ăнланса тата хисеплесе пурăнни пурнăç йывăрлăхĕсене çĕнтерсе пыма пулăшнă. Кил хуçи, Николай Иванович, Шăмăршăри кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ, каярахпа чылай çул тăван ялта платникре вăй хунă. Мăшăрĕ, Нина Васильевна, пенсие тухичченех "Правда" колхозра уй-хир бригадинче тăрăшнă. Кузнецовсем икĕ ывăлпа икĕ хĕр ỹстерсе çитĕнтернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса, пĕлỹ илме пулăшса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ялти сумлă юбилярсене хальхи вăхăтра 9 мăнукпа 11 кĕçĕн мăнукĕ савăнăç кỹрсе тăрать. Çемье çавăрнăранпа 55 çул çитнĕ ятпа Николай Ивановичпа Нина Васильевнăна Пуянкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин, районти ЗАГС тата халăха социаллă хỹтлĕх паракан пайсен специалисчĕсем ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Кузнецовсен ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем те хăйсен чи хаклă та ытарайми çыннисене чĕререн тухакан салам сăмахĕсем каларĕç. "Эсир пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче",- терĕç вĕсем. - Пире савăнтарса тата нумай çул пурăнăр!".
Т.МАТВЕЕВА, район администрацийĕн ЗАГС пайĕн заведующийĕ.