31 января 2015 г.
Районти фермерсем тата уйрăм çынсем çĕнĕ ял хуçалăх техники туянма тăрăшаççĕ. Акă 2014 çулта 18 единица техника туяннă. Уйрăммăн илсен, Шăмăршăра пурăнакан А.Карзанов, Палтиелĕнчи Ф.Рахматуллов, Пуянкассинчи Л.Антонова, "Шанс" ООО, Анат Чаткасри Н.Воробьев, Карапай Шăмăршăри О.Хлюкин Беларус 82,1, О.Хлюкин, Кивĕ Чукалти Ю.Никитин, Çĕнĕ Чукалти А.Андреев Беларус-892, "Колос" Агрофирма" ООО Беларус -1221,2, Шăмăршăри В.Давыдов Беларус - 320,4 М, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ Беларус - 82,1 тракторсем туяннă. Районта мини-трактор туянакансем те йышлă.
В.МАТВЕЕВ, Гостехнадзорăн районти инспекцийĕн пуçлăхĕ.