31 января 2015 г.
"Сĕт паракан выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре темиçе проект пурнăçланă. Сĕт туса илесси çулталăкĕпех тупăш илме май паракан тухăçлă отрасль шутланать. Анчах та вăл лайăх ĕçлетĕр тесен рынока хутшăнакансен - сĕт туса илекенсен, ăна пуçтаракансен тата тирпейлекен организацисен - хăйсен хушшинче пĕр-пĕриншĕн усăллă вăрах вăхăтлăх хутшăнусем йĕркелемелле" (Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çыруран).
Чĕрĕк ĕмĕр каялла Карапай Шăмăршăри выльăх-чĕрлĕх фермин коллективĕн ячĕ хамăр районта çеç мар, республикăра та кĕрлесе çеç тăратчĕ. Ферма заведующийĕ М.Петьков та, Г.Елисеев тĕп зоотехник та, ытти хăшпĕр ĕçченсем те ял хуçалăхĕнчи хисеплĕ ятсене, орденсемпе медальсене тивĕçнĕччĕ. Карапай Шăмăршăра тăтăшах семинарсем иртетчĕç, малтисен опытне вĕренме килетчĕç. Самана саккăрлăхĕ арăш та пирĕш çавăрттарнă тапхăрта кинори пек илемлĕ фермăна та тустарса-аркатса тăкрĕç. Пушанса юлнă витесенче "çил ачисем" çеç ши! те ши! шăхăратчĕç, çĕмрĕк чỹречесемпе хăрах тăпса çинче аран-аран тытăнса тăракан алăксем чуна çỹçентеретчĕç. Таçтан Мамай çарĕ килсе ватмарĕ вĕт тĕреклĕ колхоза, хамăрах аркатрăмăр, хамăрах... Ку - йăлтах иртнĕ вăхăт. "Иртнĕ куншăн хурланса лариччен çĕнĕлле ĕçле", - тенĕ ваттисем. Ялта пуçаруллă та мал ĕмĕтлĕ çынсем пĕтмен иккен-ха. Вĕсем фермер хуçалăхĕсем йĕркелесе Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăн хирĕсене пушă вырттармаççĕ. Пĕлтĕрхи Акатуйра Олег Хлюкинăн фермер хуçалăхне çур акинче çĕнтернĕшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланăччĕ. Выльăх-чĕрлĕх ăнăçлă хĕл каçарнăшăн Татьяна Иванован фермер хуçалĕхĕ те Хисеп грамотине тивĕçрĕ. Тепĕр фермера - Михаил Алексеева та Акатуй халăхĕ районăн пысăк наградине илнĕ ятпа алă çупса саламларĕ. Савăнтаракан тепĕр ырă хыпар - Олег Хлюкинăн фермер хуçалăхĕ çемье выльăх-чĕрлĕх фермисене 2015-2017 çулсенче йĕркелесе аталантармалли программăпа килĕшỹллĕн патшалăх грантне илме тивĕçни. Олег Анатольевич - район центрĕнче ỹссе çитĕннĕ пулин те хресчен ĕçне юратакан вĕри арçын - çак укçапа юхăннă ĕне витине тĕпрен юсаса вĕр-çĕнĕ пек турĕ. Витере çĕнĕ оборудовани вырнаçтарчĕ. Халĕ кунта чаплă фермăсенчен пĕрре те кая мар. Пур ĕçе те механизациленĕ тата автоматизациленĕ. Шап-шурă та таса витене кĕрсенех кăмăл çĕкленет. Хальлĕхе кунта голштински таса хура-ула ăратлă 14 пушмак пăру усраççĕ, вĕсене республикăри ăратлăх енĕпе ĕçлекен чи лайăх хуçалăхсенчен туяннă. Çывăх вăхăтра фермăри ĕнесен йышне 200 пуçа çитерме палăртнă. Кĕске саправка: голштинкси ăратлă ĕнесен тăван çĕршывĕ - Голланди. Çак ăрат халĕ тĕнчипех анлă сарăлнă. Çитĕннĕ ĕнесен йывăрăшĕ - 750 килограма çити. Çулталăкра 7-8 пин килограмм таран сĕт антарма пултараççĕ. Сĕтри çу хисепĕ - 3,8 процентран кая мар. Фермăри мĕнпур ĕçе Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Виктор Александров йĕркелесе-ертсе пырать. Выльăх апачĕ турттарнă тата тислĕк кăларнă çĕрте Василий Стрижов çамрăк механизатор тăрăшуллă. Ăна вĕр-çĕнĕ МТЗ-82 трактор шанса панă. Çавăн пекех Александр Степанов рабочин ĕçри хастарлăхне те палăртмалла. Выльăх апачĕ пирки калас пулсан, ăна хуçалăхра кирлĕ чухлех хатĕрленĕ. Лайăх пахалăхлă 70 тонна утă, 500 тонна кукуруза силосĕ, 30 тонна улăм пур. Тырă фуражĕ те çителĕклĕ. Талăкри рациона 10-шар килограмм утă, 25-шер килограмм силос, 3-шер килограмм тырă фуражĕ кĕртнĕ. Фермăра ĕçлекенсем валли çутă та илемлĕ икĕ кану пỹлĕмĕ йĕркеленĕ. Кунта ĕç тумтирне хывса улăштарма та, ăшă шывпа пит-куçа çума та, хаçат-журнал вуласа ăс-тăна пуянлатма та пулать. Виктор Александров управляющи - "ылтăн алăллă" çын. Вăл тăрăшнипех йĕтем çинче тимĕрçĕ лаççи йĕркеленĕ. Çур акине хатĕрленме, техникăна юсаса çĕнетме механизаторсем валли условисем çителĕклĕ. Фермер хуçалăхĕн ертỹçи Олег Хлюкин маларах: "Ĕç ăнса пынă чух чун савăнать, тата та ытларах тăрăшас килет", - тенĕччĕ. Хастар çынсене çирĕп сывлăх тата ăнăçу сунар.
Г.ПЕТЬКОВА