Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă çынсем - Шăмăршă районĕ çинчен

31 января 2015 г.

 "Шăмăршă районĕнче ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Çакă хуть те хăш яла кайсан та курăнать. Район экономикипе социаллă пурнăçĕ çултан-çулах аталанса пыни сисĕнет. Шăмăршсен демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалла, ача ытларах çуралсан пурнăç тата та илемлĕрех пулĕччĕ".

(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич ИГНАТЬЕВ 2014 çулхи январĕн 29-мĕшĕнче Шăмăршă районне килсессĕн каланă сăмахран).

"Чун туртать кунта килме. Çуралса ỹснĕ тăрăх маншăн тăван анне пекех çывăх. Шăмăршă вăрманĕ те, Виçпỹрт çырмасемпе уй-хирĕ те, ытарайми ырă çыннисем те мана чĕререн савăнтараççĕ. Тăван район çĕнелсе илемленни, кермен пек çуртсем çĕкленни, ача-пăча хулари пек чаплă шкулсенче вĕренни, пĕчĕккисем хăвел шевлиллĕ ача сачĕсене çỹрени, ашшĕ-амăшĕ ырă ĕмĕт-шухăшпа пурăнни чуна савăнăç парнелет.

(Валерий Николаевич ЯКОВЛЕВ, СССР халăх артисчĕ).

 "Чăваш Республики - пирĕн çывăх тус. Шупашкара кайнă чух эпир Чăваш Енĕн пирĕнпе кỹршĕллĕ Шăмăршă районĕ çумĕпе иртетпĕр. Илемлĕ вырăнсем, тирпейлĕ ялсем кăмăла çĕклеççĕ. Вăрманĕ те пуян, çутçанталăк ырлăхĕ - куç тулли. Çыннисем те ĕçчен те илемлĕ пек туйăнать..." 

(Сергей Иванович МОРОЗОВ, Ульяновск облаçĕн губернаторĕ. Чĕмпĕрти "Канаш" хаçат журналистне панă интервьюран).

 "Эпĕ Чăваш Енпе кỹршĕллĕ Çĕпрел районĕнче çуралса ỹснĕ. Пирĕн ял таврашĕнче вăрмансем çук, йĕри-тавра - анлă хир. Çавăнпа та шкулта вĕреннĕ чухне Шăмăршă вăрманне экскурсие кайни ĕмĕрлĕхех асăмра юлчĕ. 2004 çулта Шăмăрша Раççей Президенчĕ Владимир Путин килсе кайни - тĕлĕнсе каймалла чаплă событи. Çакăн пек чыса чăвашсем, ирçесем, вырăссем, тутарсем туслăн килĕштерсе пурăнакан район центрĕ тивĕç пулни _ мухтава тивĕç. Паянхи Шăмăршă ĕлĕкхи пек "тĕттĕм упа кĕтесĕ мар": экономика аталанăвĕпе те, социаллă пурнăç кăтартăвĕсемпе те ыттисене ырă тĕслĕх кăтартакан район. Эпĕ Илпекпе Бараев, Лашманпа Яковлев, Денисов ентешĕсемпе туслă пулнишĕн чĕререн савăнатăп. 

(Валентина Николаевна ИГНАТЬЕВА-ТАРАВАТ, Раççей Писательсен Созĕн членĕ, Раççей Федерацийĕн культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕн хисеплĕ гражданинĕ).

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика