Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çурт çĕкленет - ял илемленет "

31 января 2015 г.

... 2014 çулта республика "Раççей çемйи валли кил-çурт" программăна хутшăнакансен йышне кĕчĕ, унăн шайĕнче 210 пин тăваткал метр эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр тума палăртнă. Тĕллев лартатăп: 2015 çул вĕçне республикăра хута яракан пурăнмалли çурт-йĕрĕн пĕтĕм калăпăшĕн 48 процентĕнчен кая мар (415 пин тăваткал метр) эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр пулмалла", - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура. Халăх валли çурт-йĕр ытларах туса лартас ыйту - пирĕн Шăмăршă районĕнче те çивĕччисенчен пĕри. Чăваш Республикин строительство министерствипе район администрацийĕ хушшинчи пĕрлехи килĕшĕве пурнăçласа, 2014 çулта районта 13000 тăваткал метр йышăнакан пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çав шутра эконом-класс йышшисем 7150 тăваткал метр е 55 процент чухлĕ. Федерацин "Яллă территорисене 2014-2017 çулсенче тата 2020 çулхи тапхăрччен шанчăклă аталантарасси çинчен" тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн, 2014 çулта ялта пурăнакан тата ĕçлекен 4 çамрăк гражданина çурт-йĕр лартма е туянма 3266,6 пин тенкĕлĕх, 5 çамрăк специалистпа çемьене 3331,7 пин тенкĕлĕх пулăшу панă.

В.НИКИФОРОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика