31 января 2015 г.
Пĕтĕм Чăваш Республикинчи пекех, Шăмăршă районĕнче те кашни ялтах юлашки çулсенче ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Ял çыннисем çĕнĕ çуртсем лартаççĕ, çулсем тата кĕперсем юсаççĕ, предпринимательсем производство йĕркелесе çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ. "Тăван йăваран хакли нимĕн те çук",-теççĕ халăхра. Эпир хамăрăн Чăваш Республикине чун-чĕререн юрататпăр, унăн ырлăхĕшĕн патриотла туйăмсемпе, пĕтĕм чĕре ăшшине парса, яваплăха туйса ырми-канми ĕçлетпĕр",-палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Районта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе тыл ветеранĕсене уйрăмах пысăк хисепе хураççĕ. Кăçал, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнĕ май, ялсенче ыркăмăллăх акцийĕ иртет. Кашни ветеранах тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшĕç. Шкулсенче вĕренекенсем вăрçăпа тыл ветеранĕсене шефа илни те çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Шăмăршăсем хамăрăн чаплă ентешсене - пирĕн патăрта вĕренсе пĕлỹ илнĕ Совет Союзĕн геройĕпе Виталий Уруковпа, мухтав орденĕсемпе Районта чăвашсем, тутарсем, вырăссем, ирçесем пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ, уявсенче те пĕрле савăнаççĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсем хыççăн ирттерекен Акатуй уявне Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине тата Раççейри Литература çулне, Чăваш Енри К.В.Иванов çулне халаллама палăртнă. Акара авăн, Акатуйра савăн, тăван ял-йышăм!
С.ИВАНОВ.