04 февраля 2015 г.
![Иван МОТОРИН: "Ỹсĕмсене çирĕплетсе малалла талпăнмалла" Иван МОТОРИН: "Ỹсĕмсене çирĕплетсе малалла талпăнмалла"](../UserFiles/news/20150206/dsc_0315_Preview.jpg)
Республикăри районсенче 2014 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсене сỹтсе явмалли тапхăр пуçланчĕ. Чăн малтисен шутĕнче çакăн пек анлă канашлу ĕнер пирĕн Шăмăршă районĕнче иртрĕ. Канашлу ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тата республикăри министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков та хутшăнчĕç. Хăнасем малтан "РЭМИСС" çул-йĕр предприятийĕн производство базин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Районти культура аталанăвĕн центрĕн пысăк залне район тата ял Пухăвĕсен депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предприятисемпе организацисене, сывлăха сыхлас ĕç, вĕрентỹ тата культура учрежденийĕсене ертсе пыракансем, ветерансемпе производствăра малта пыракансем вырнаçса ларнă. Канашлу савăнăçлă самантпа пуçланчĕ. Республика правительствин пуçлăхĕ ĕçре малта пыракансен пĕр ушкăнне Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне, вĕренỹре тата спортра ырă тĕслĕх кăтартакансене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илме тивĕçнине çирĕплетекен сертификат парса чысларĕ. Çавăн пекех нумай ачаллă 18 çамрăк çемье тỹлевсĕрех çĕр лаптăкĕ илме ирĕк паракан сертификата тивĕçрĕ. Иван Моторин хăйĕн сăмахне Чăваш Республикин 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономикин аталанăвĕ çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Иртнĕ çул экономика палăрмаллах çирĕпленнĕ. Республикăра пысăк технологиллĕ вуншар çĕнĕ производство хута янă, пысăк ĕç укçи тỹлекен çĕршер ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Шута илекен ĕçсĕрлĕх палăрмаллах чакнă, нумай хваттерлĕ пурăнмалли çурт-йĕр тăвассин калăпăшĕ ỹснĕ. Пулăшу кирлисене, чăн малтан нумай ачаллă çемьесене тата ветерансене социаллă пулăшу парасси вăйланнă, бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçийĕ палăрмаллах пысăкланнă, çавна пула республикăра чухăнлăхра пурăнакансен шучĕ 14 процент чухлĕ чакнă. Чăваш Енре демографи лару-тăрăвĕ те лайăхланнă. Республика ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсен тытăмне тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене аталантарас енĕпе Раççейри чи лайăх сакăр регион йышне кĕнĕ. Шăмăршă районĕн экономикипе социаллă пурнăç аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмĕшле хак панă май, Иван Борисович ĕçре ỹсĕмсем пуррине, вĕсене çирĕплетсе хăварса малалла талпăнмаллине палăртрĕ. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас, çĕрпе тухăçлă усă курса ял хуçалăх производствине ỹстерес тĕлĕшпе район умĕнче пысăк задачăсем тăраççĕ. Республика правительствин Председателĕ хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ Валерий Фадеев сăмах илчĕ, районăн 2014 çулхи аталанăвĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çак кăтартусем маларах район хаçатĕнче пичетленсе тухнă май, вĕсем çинче нумай чарăнса тăмăпăр. Палăртма кăмăллă: ĕç кăтартăвĕсем пур отрасльте те виçĕмçулхинчен лайăхрах. Муниципалитет шайĕнчи çивĕч ыйтусене татса пама район пуçлăхĕ нихăçан та Шупашкартан пулăшу ыйтмасть, хамăр вăй &¸ине шанса тĕллевсене пурнăçлама тăрăшать. Çав вăхăтрах район хăй тĕллĕн татса парайман ыйтусем те тупăнаççĕ. Акă Пăчăрлă Пашьел тăрăхĕнчи республика пĕлтерĕшлĕ "Аниш" участокĕнчи çула тĕпрен юсаса çĕнетме районăн вăй çитмест. Çак çул япăххи халăха питĕ пăшăрхантарать. Валерий Петрович çула юсамашкăн республика пулăшăвĕ питех те кирлине палăртрĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ шăмăршăсене пулăшма шантарчĕ. Тепĕр ыйту - районти йывăçа ĕçе кĕртекен пĕчĕк предприятисене чĕртавар çитменни. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вăрман аукционне вырăнти шайра ирттерни хамăр предпринимательсемшĕн усăллăрах пуласси пирки пĕлтерчĕ. Иван Моторин ку ыйтăва та правительство шайĕнче пăхса тухма пулчĕ. Канашлу ĕçне республикăри тĕрлĕ министерствăсенчи яваплă çынсем те хутшăнчĕç, районăн экономика аталанăвне тишкерсе тухнă май татса памалли ыйтусене те çĕклерĕç. Уйрăммăн илсен, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен бюджетран паракан грантсемпе субсидисем илессишĕн тăрăшмаллине, районта инноваци технологийĕсене анлăрах пурнăçа кĕртмеллине, налуксем ытларах пухăнмалли резервсемпе çителĕксĕр усă курнине палăртрĕç. Канашлăва хутшăннисем республика ертỹçисене ыйтусем те пачĕç, вĕсем çине тулли хурав илчĕç. Савăнăçлă самантсенчен чи илемли - "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕ тата хамăрăн депутат Олег Мешков тăрăшнипе Ульяновск хулинчен килнĕ "Бис "Трио" ансамбль юрă-кĕвĕпе савăнăç парнелени. Зала пуçтарăннисем çак питех те ырă ĕçшĕн Олег Вадимовича тата пултаруллă артистсене хыттăн алă çупса тав турĕç.
И.САЛАНДАЕВ.
¸