Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Граждăнсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси - тĕп тĕллев

04 февраля 2015 г.

Çак кунсенче РФ Шалти ĕçсен министерствин "Батыревский" пайĕн Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕнче 2014 çулхи оперативлă ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕмĕр. Прокуратура ĕçченĕсемпе пĕрле ирттернĕ çак канашлура тĕрлĕ службăсен ĕçĕн лайăх енĕсемпе пĕрлех хăш-пĕр çитменлĕхсене те асăнтăмăр, кăçалхи оперативлă задачăсене палăртрăмăр. Пĕлтĕр район территорийĕнче пурĕ 111 преступлени пулнине шута илнĕ (2013 çулта - 150). Преступленисен 82,3 процентне уçса панă. 2013 çулхипе танлаштарсан, 2014 çулта хваттер çаратасси (виçĕм çул - 2 факт, пĕлтĕр - 4), уççăн çаратасси (1-2), саккуна пăсса килте патронсем упрасси (1-3), обществăлла вырăнсенче, урамсенче преступлени тăвасси, çул çитменнисем (2-3), ỹсĕр çынсем (41-49) кукăр çул çине тухасси ỹснĕ. Çав вăхăтрах çынна юриех йывăр суранласси (2013 çулта -3 тĕслĕх, 2014 çулта - 1), çынна хĕнесси (36-25), вĕлерессипе хăратасси (13-6), ют пурлăха вăрласси (33-28), ултавлă ĕçсемпе (14-3), экономикăпа (25-11) тата коррупципе (11-2), наркотиксемпе (3-2) çыхăннă преступленисем тăвасси, малтан судпа айăпланнă çынсем (67-51), ниçта та ĕçлеменнисем (79-67), ушкăнпа каварлашакансем (12-3) саккун йĕркисене пăсасси чакнă. Хурах пуснă (разбой), çынна юриех вăтам шайри сурансем кỹнĕ, взятка илнĕ тĕслĕхсем пулман. Тĕпрен илсен, пĕлтĕрхи преступленисен структуринче пысăках мар преступленисем (69 факт) тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕсен 86,9 процентне тăрă шыв çине кăларнă. 2014 çулта район территорийĕнче 17 авари пулнине (2013 çулта - 22), вĕсенче 5 çын вилнине, 16 çын суранланнине регистрациленĕ. Аварисен шучĕ чакнă хушăрах çынсем вилесси ỹсни, паллах, пире питĕ пăшăрхантарать. Ỹсĕр водительсем 4 авари тунă (2013 çулта _3). Вĕсен айăпне пула 2 çын пурнăçран уйрăлнă (виçĕм çул кунашкал фактсем пулман), виççĕн суранланнă (4). "Шел пулин те, иртнĕ çулта çынсем çул çинчи транспорт инкекĕсенче вилессине палăрмаллах чакарма пултараймарăмăр",- палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырура. - Ỹсĕр пуçпа тунă çул çинчи инкексен шучĕ виççĕмĕш пай чухлĕ ỹснĕ, ỹсĕр водительсен айăпне пула пурнăçран уйрăлнисен шучĕ икĕ хут пысăкланнă". ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Пĕрле эпир нумай çитĕнỹ тăваятпăр" Çырура палăртнă çак йĕркесем полици уйрăмĕнче профилактика ĕçне тата лайăхрах йĕркелеме хистеççĕ. Кăçал водительсем хушшинче ăнлантару ĕçне вăйлатма, эрех черккине пушатнă хыççăн руль умне ларни хăйсемшĕн кăна мар, ыттисемшĕн те, çав шутра çывăх çыннисемшĕн те, пысăк инкекпе вĕçленме пултарасси пирки витĕмлĕ фактсем илсе кăтартма палăртатпăр. Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх йĕркисен тематикине çутатакан статьясене район хаçатĕнче малашне те пĕр тикĕс пичетлесе пыма шутлатпăр. Тĕрлĕ преступленисен çулне вăхăтра пỹлсе хурас, тỹнтерле ĕçсене çийĕнчех уçса парас, район çыннисене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе эпир, полици сотрудникĕсем, хальхи техника хатĕрĕсемпе те усă куратпăр. Район администрацийĕ пулăшнипе район центрĕнче, халăх йышлă пухăнакан-çỹрекен вырăнсенче видеокамерăсем вырнаçтарса тухнă. Техника хатĕрĕсем кунĕн-çĕрĕн çыртарса пыракан видеоматериалсене полици уйрăмĕн дежурнăй чаçĕнчи сотрудникĕсем пăхса-сăнасах тăраççĕ. Район администрацийĕ пулăшнипех ял тăрăхĕсен территорийĕсенче те видеокамерăсемпе усă курасси те вăй илсех пырать. Техника хатĕрĕсемпе усă курса районта сахал мар преступление, административлă йĕркене пăснă фактсене уçса панă. Тỹнтерле ĕçсен çулне пỹлесси, тĕрлĕ йышши преступленисене тăрă шыв çине кăларасси, граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси 2015 çулта пирĕн тĕп тĕллевсем пулса тăраççĕ. Граждансен шанăçне тỹрре кăларас тесе кăçал та çине тăрса ĕçлĕпĕр. Хăвăра канăçсăрлантаракан ыйту сиксе тухсан, такамсем преступлени тунине курсан, эсир, хисеплĕ граждансем, кун пирки талăкăн хуть хăш сехетĕнче те полицин дежурнăй чаçне 2-33-73 телефонпа (сотовăйпа - 020) шăнкăравласа пĕлтерме пултаратăр. Эпир вара çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнăпăр. Кирлĕ пулсан полици уйрăмне те кĕрсе тухма пултаратăр. Пирĕн сотрудниксем сире хуть мĕнле ыйтупа та хапăл тусах йышăнĕç.

С.АГЕЕВ, полицин районти уйрăмĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика