Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕмĕр иртет - ырă ят юлать

04 февраля 2015 г.

Ĕмĕр иртет - ырă ят юлать

Иртнĕ эрнере Анат Чаткасри Культура çуртĕнче Чăваш АССР ялхуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченне, чĕрĕк ĕмĕр хушши "Восход" колхоза ертсе пынă М.Н.Ухваркина чысласа юбилей каçĕ иртрĕ. Михаил Николаевич ĕçленĕ çулсенче чаткассем пысăк çитĕнỹсемпе палăрнă. Выльăх-чĕрлĕх комплексĕсем, ача сачĕпе шкул çурчĕсем ỹссе ларнă, асфальт сарнă çул тунă. Ял хуçалăх продукчĕсем туса илес тĕлĕшпе те колхоз районта малта пынă. Ялăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарас ĕçри çитĕнỹсемшĕн М.Н.Ухваркина "Анат Чаткас ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ" ят панă. Тăван çĕршыв ăна орденсемпе тата медальсемпе чысланă. Михаил Николаевич хăйĕн мăшăрĕпе Ольга Елисеевнăпа пĕрле тăватă ача çуратса ỹстернĕ. 2012 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче Ухваркинсене "Юратупа шанчăклăх" медальпе наградăланă. Юбиляра чыслама ял çыннисем йышлăн пуçтарăннă. Савăнăçлă мероприятие саламлă сăмах каласа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова уçрĕ. Ялти фольклор ушкăнĕ Михаил Николаевичăн пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Ача садне çỹрекенсемпе шкулта вĕренекенсем тата учительсем те юбиляра юрă-ташă парнелерĕç. Пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Анатолий Юнкеров, колхозăн тĕп инженерĕ пулнă Петр Чумуркин, экономистра ĕçленĕ Ольга Тихонова тата ыттисем - Михаил Николаевич пирки ырă сăмахсем нумай каларĕç. Юбиляра çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр тата телейлĕ ватлăх сунчĕç.

Н.ПИМЕНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика