04 февраля 2015 г.
Пĕлтĕрхи ноябрĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 18-мĕшĕччен шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри Олимпиадин районти тапхăрĕ иртнĕ. Унта районти 9 шкулти 7-11 классенче вĕренекен 495 вĕренекен хутшăннă. Олимпиада 21 предметпа иртнĕ. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх 40 çĕнтерỹçĕпе 106 призер палăрнă. Чи лайăх кăтартусем - Шăмăршăри вăтам шкулăн. Кунта - 26 çĕнтерỹçĕпе 56 призер. Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекенесен йышĕнчен 6 çĕнтерỹçĕпе 18 призер, Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкултан - 2 çĕнтерỹçĕпе 12 призер, Палтиелĕнчи вăтам шкултан - 3 çĕнтерỹçĕпе 6 призер, Анат Чаткас шкулĕнчен - 1 çĕнтерỹçĕпе 7 призер, Пуянкасси шкулĕнчен - 4 призер, Патирек шкулĕнчен - 2 çĕнтерỹçĕпе 1 призер, Кивĕ Чукал шкулĕнчен - 2 призер тухнă. Тăван ял культурипе, чăваш тата тутар чĕлхисемпе ирттернĕ Олимпиадăна 74 вĕренекен хутшăннă, 22-ĕшĕ çĕнтерỹçĕ е призер пулса тăнă. Шăмăршăсен - 5 çĕнтерỹçĕпе 3 призер, васансен - 5 çĕнтерỹçĕ. Черетре - Олимпиадăсен регионти тапхăрĕ. Вĕсене Шăмăршă районĕнчен 17 вĕренекен хутшăнĕ. Пултаруллă ачасене çитĕнỹсем сунатпăр.
(Район администрацийĕн сайтĕнчен).