Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Медицина пулăшăвĕ вăхăтлă та паха пултăр

07 февраля 2015 г.

Февраль уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет, хула, республика, Федераци шайĕнчи медицина учрежденийĕсен тĕп тухтăрĕсемпе, общество организацийĕсен, "Росздравнадзорăн", медицина страхованийĕн фончĕн, "Фармаци" ПУП представителĕсемпе тĕл пулчĕ. Унта сỹтсе явнă тĕп ыйту - халăх сывлăхне упрасси, паянхи условисенче пациентсене пахалăхлă пулăшу тата эмел тивĕçтерессине лайăхлатасси. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - 2015 çул пирĕншĕн çăмăл пулас çукки вăрттăнлăх мар. Çапах та паянхи кăткăслăха кризис теме иртерех, çакă - хальхи пурнăçăн чăнлăхĕ кăна. Ăна тивĕçлипе йышăнса, йывăрлăхран тухмалли çул-йĕр шыраса тупса тĕрекĕмĕре татах çирĕплетмелле. Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ çĕнелсе улшăнни куçкĕрет. Çакă тĕпрен илсен модернизации программи ăнăçлă пурнăçланнипе çыхăннă. Унпа килĕшỹллĕн медицина учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетмешкĕн 5 млрд тенкĕ хывнă. Халăха пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме тытăннă май çынсем вилесси чакса пырать, этем ĕмĕрĕ вăрăмланать. Шел те, пуçламăш тытăмра - район больницисенче, ФАПсенче - пациентсене пахалăхлă сиплевпе тивĕçтерес, чир-чĕре малтанхи тапхăртах тупса палăртас енĕпе уйрăм кăлтăксенчен хăтăлса пĕтеймен. Вĕсен ертỹçисене çакă шухăшлаттармалла, ĕç-хĕле тĕплĕн тишкерсе халиччен усă курман мелсене шырамалла. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова палăртнă тăрăх - хальхи вăхăтра эмелпе тивĕçтерес енĕпе пурте йĕркеллĕ теме иртерех. Çакă, паллах, халăх шухăш-кăмăлне витĕм кỹретех: асăннă сăлтава пула инфаркт, инсульт çапса антарнă тĕслĕхсем те пур. Михаил Васильевич коммерци мелĕпе сутă тăвакан аптекăсенчи хаксемпе интересленчĕ: вĕсене сăлтавсăр ỹстерекенсем çук-и? Рынок тапхăрĕнче пайтаçăсен тĕллевĕ услам тăвассипе çыхăннă пулсан, паллах, сиплев препарачĕсене хаклантаракансем тупăнаççех. Çапах та пурнăçшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ эмелсем тĕлĕшпе вĕсен те чикĕ пулмалла. Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ те тивĕçлĕ шайра пулмалла. Хальлĕхе чирлисен çурине яхăн унпа кăмăлсăр. Кулленхи ĕçре медиксен пациент тĕп клиент пулнине тĕпе хумалла, ăна тивĕçлипе хакламалла. Çав вăхăтрах медиксен яваплăхне ỹстересси те канăçсăрлантармалла. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика